«Ар» сăмаха пула канăç çухалать
Иртнĕ эрнере Етĕрне районне командировкăна кайнăччĕ. Пĕр хĕрарăм лавкка алăкĕ çине пĕлтерӳ çыпăçтарса хăварнă. Вăл пытяк сутасшăн иккен. Республикăн кăнтăр енчи чăвашах ăна ăнланмасан та пултарать. Эпĕ, çак тăрăхран инçех мар çуралнăскер, путек пирки сăмах пынине ăнланса илтĕм паллах.
Хулана килсен кашниех литература чĕлхипе хутшăнма вĕренет. Пĕрре, яла кайсан, урăхла, кĕнеке чĕлхинчи сăмахсемпе калаçса кăтартрăм. «Ан курнăçлан», — терĕç хамăр ялсем. Çакăн хыççăн тăван тăрăха таврăнсан хăнăхнă сăмахсемпех усă куратăп. «Чăвашла икĕ тĕрлĕ калаçма пултарать», — теççĕ ман пирки тăвансемпе телефон урлă хутшăннине пĕрре мар илтнисем.
Етĕрне районĕнчи Ирçепе Кăташ юнашарах вырнаçнă, пĕр ял тăрăхнех кĕреççĕ. Апла пулин те вăл е ку ял çыннине тӳрех уйăрса илме пулать. «Килеччĕ», «каяччĕ», — теççĕ, тĕслĕхрен, Кăташсем. Çакна таврарисем йĕркеллех йышăнаççĕ.
Сăмах çумне «ке» татăк хушас килет пирĕн. Тĕслĕхрен, «мĕншĕн» мар, «ма-ке» е «ме-ке». «Ме-ке-кек» тесе тăрăхлакансем те пурччĕ студент чухне. Кăнтăр районĕнчен килнĕ тантăшсем, ахăртнех, тури чăвашсем калаçнине илтмен. Пирĕн патри лапра /пылчăк/, тăркăш /тусан/ сăмахсем те çук литература чĕлхинче.
Пушкăрт ялĕ Мари Республики çывăхĕнче вырнаçнă. «Пирĕн калаçури хăш-пĕр сăмаха ăнланас çук эсĕ», — тенĕччĕ ял çыннисем командировкăна кайсан. Пĕр сăмахĕ те ют мар маншăн. Тахçан малтан çакăнта çĕвĕ цехĕнче йышлăн ĕçленĕ. Ирçе ял хĕрарăмĕсем валли те вырăн тупăннă унта. Кам пĕлет, тен, вĕсем çĕнĕ сăмахсене тăван тăрăха илсе килнĕ?
«Килте арпа килĕштерсе пурăнатăн-и?» — ыйтать çул çинче пĕр арçын. Çухалсах кайрăм — мĕн пирки калаçать вăл. «Ар çыхăнăвĕ» тенине илтнĕ-ха. Хама ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиччен пăхрăм — йăлтах йĕркеллĕ пек. Арçынсене астармалла тумланман, ман çума çыпăçмалла мар пек», — каласа кăтартать Шупашкар районĕнчи ача садĕнче ĕçлекен пĕр воспитатель. Арпа арçын пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулнине ыйтса пĕлсен тин лăпланнă вăл. Ырă шухăшпах калаçу пуçарнă унпа çав çын.
Чăваш чĕлхи, чăнах, питĕ пуян. Турипе анатрин хăйнеевĕрлĕ калаçăвне илемлĕ литературăра кăтартни те тĕл пулать.
Çак кунсенче вара республикăна ырă хыпар сарăлчĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Александра Прокопьева культура еткерлĕхĕпе, экологипе, пурнăç хăрушсăрлăхпе çыхăннă ыйтусемпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «ЮНЕСКО — 2016» форумĕнче çĕнтернĕ. Хальхи чăваш чĕлхине тĕпчени, хăш-пĕр вырăнта тĕл пулакан сăмахсене кĕртни ăна мала тухма пулăшнă. Историпе филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткине I степень дипломпа тата «Стедентсен наука чи лайăх ĕçĕ» медальпе наградăланă. Форумра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çамрăк ăсчахсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çак мероприятие Патшалăх Думи, РФ Вĕренӳпе наука министерстви, РФ Транспорт министерстви, РФ Ял хуçалăх министерстви тата ыттисем йĕркелеме пулăшнă.
Александра Прокопьева хăйĕн наука ертӳçипе, Алина Ахвандерова доцентпа, пĕрле «Хальхи чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр вырăнти калаçу» тĕпчев хатĕрленĕ. «Çакнашкал сăмах нумай та мар, çакă темиçе çĕр çуллăх хушшинче пулса иртекен чĕлхен истори аталанăвĕпе çыхăннă», — ăнлантарать студентка. Нумай тĕслĕх илсе кăтартнă вăл. Сăмахран, Вăрмарсен калаçăвĕнче «л» сас палли сиксе юлать /çапла — çапа/.
«Çак тĕпчев наци шкулĕсенче тăван чĕлхене ăша хывакансене кирлĕ пулĕ. Наука ĕçĕ хатĕрленĕ май вĕрентӳ программинчи диалектологипе çыхăннă материал калăпăшне пысăклатмалли çинчен ыйту çĕклес патне çитрĕм. Шкул ачисене те тĕпчев ĕçне явăçтармалла. Вĕренекенсен урокра хăйсем тупнă сăмахсемпе усă курма май пулĕ. Çакă чăваш литература чĕлхине йĕркелес тĕлĕшпе те пулăшĕ», — палăртать Александра Прокопьева.