Канфет вырăнне...

Пирус туртни, эрех-сăрапа айкашни çын организмне начар витĕм кÿнине кашниех пĕлетпĕр. Анчах та сиенлĕ йăласенчен хăпма çăмăлах мар. Сигарет таврашĕнче те, эрех-сăрара та усал япаласем пур. Организм çакна хăнăхать те вĕсемсĕр пурăнайми пулса çитет. Татах та татах ыйтать... Чунпа чи çирĕпписем те чи вăйлисем çеç çак астармăшсенчен хăпма пултараççĕ.

Киревсĕр йăласемпе туслашни сывлăха хавшатнисĕр пуçне кĕсье хулăнăшне те витĕм кÿрет, çемье бюджетне палăрмаллах чакарать. Çемье пуçĕ тĕтĕм мăкăрлантарассишĕн ачисем тутлă кучченеçсĕр юлаççĕ. Чылай чухне канфет вырăнне пирус туянаççĕ çав аслисем. Унпа пĕрле — эрех те...

Çынсене усал йăларан пистерес тесе сигарет хакне те курăмлах ÿстерчĕç. Анчах çакă та усалран писме пулăшаймĕ. Тепри çăкăр çимест те — пирусне ĕметех. Усăллă çимĕç вырăнне хаярри енне тăсать аллине.

Укçа-тенкĕ енчен тăкак тÿснисĕр, организма хавшатнисĕр пуçне тата тепĕр амак пур: тĕтĕмпе чыхăннă самантра мĕн чухлĕ вăхăт ахалех тăкакланать. Енчен те кунне 15 сигарет туртас тăк /пĕрне çунма вăтамран 5 минут кирлĕ тесе палăртсан/ çулталăкра 15 талăк пухăнать. Эппин, пĕр вырăнта икĕ эрне ним тумасăр тăмалла. Çак тапхăрта тепри физкультурăпа туслашса организмне çирĕплетет. Мĕн тери усăллă та паха!

Сывлăхăмăра хамăрах укçа тÿлесе хавшататпăр пулса тухать. Сигарета, эрех-сăрана пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансен йышĕ те нумай. Киревсĕр йăласемпе туслашакансен хисепĕ аслисен хушшинче çеç мар, çамрăксен йышĕнче те, çулран-çул ÿсет тесе тăтăшах параппан çапатпăр. Çапаттăмăр-ха...

Çак кунсенче ырă хыпар куç тĕлне пулчĕ. Роспотребнадзор эрех ĕçессипе пирус мăкăрлантарасси чакнине пĕлтерет. 2016 çулхи кăтартусем тăрăх эрех-сăра авăрне лекнисен йышĕ те пĕчĕкленнĕ-мĕн.

Раççейре пĕлтĕр алкоголизмпа чирлисен йышĕ 36 процент чакнă |çак чирпе асапланнине çирĕплетсе диспансер сăнавне тăракансен йышĕ пирки пырать сăмах|. Профилактика тĕрлĕ организацийĕнче шута илнисен йышĕ те 24 процент чухлĕ сахаланнă.

Сигарет мăкăрлантаракансен тĕлĕшпе те ырă улшăну пур. Аслă çултисем ăна 39 процент чухлĕ сахалрах туртма пуçланине палăртаççĕ.

Анчах ку кăтартусене мĕн таран шанма юрать-ши? Граждансен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе 2011 çулта йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн, больницăна халĕ пациент хăй ирĕкĕпе çеç выртаять. Ку йĕркене пăхăнма тытăнсан, паллах, алкоголизмран сипленес текенсен йышĕ те чакнă. Ара, нимле ÿсĕр çын та хăйне ĕçкĕç тенипе килĕшмест.

Çапах статистика паха улшăнăвне чăннипех те ырă тĕслĕхсем витĕм кÿнине шанас килет. Тепĕр тесен, халăха сигаретран, эрех-сăраран пистерес тесе правительство шайĕнче те тăрăшаççĕ. Сăмахран, малтанах киосксенче сăра сутма чарчĕç. Халĕ эрех таврашне каçхи вăхăтра тупма çук. Лавккасенче пирус таврашне пÿлме хыçне пытарнă, хупă пÿлĕмсенче тĕтĕм кăларма та ирĕк çук халĕ... Общество вырăнĕсенче туртма чарнине те асăнмалла. Вĕренÿ тата сывлăх, патшалăх учрежденийĕсенче, транспортра, ача лапамĕсенче, кафе-ресторан таврашĕнче те чĕлĕмпе киленме юрамасть. Ĕçре те ирĕк çук туртакансем валли: вĕсен ятарласа уйăрнă вырăнсенче кăна мăкăрлантарма тивет.

Сăмах май, ĕçе килнĕ май колледж умĕпе иртетĕп. Малтанхи çулсенче ун умĕнчи çул хĕррине хĕрсемпе каччăсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тухса тăратчĕç те сĕрĕм явăнтаратчĕç. Çуркунне юр айĕнчен мĕн чухлĕ пирус тĕпĕ тухатчĕ-ши! Купипе! Кăçал кун пек лару-тăру курăнмарĕ. Çавăнпа та чару-профилактика мероприятийĕсем лару-тăрăва ырă енне улăштарасса шанасах килет.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.