Çĕнтерÿ йывăçĕсем
Пурнăç йĕркине улăштарма çук: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çулсерен сахалланса пыраççĕ. Çапах вĕсем лартса хăварнă йывăç-тĕм вăй илсе сарăлнине сăнама кăмăллă. Кашни тăрăхрах Аслă Çĕнтерĕве халалланă аллея, парк хăйĕн илемĕпе илĕртет.
Хаçат ĕçĕпе çула тухнă май нумай ветеранпа тĕл пулма, вĕсен пурнăç çулĕ çинчен çырса кăтартма тÿр килнĕ. Вĕсем хăйсен шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарнă чухне йĕри-тавралăха, çав шутра скверсене, хăтлăлатас тĕллевпе йывăç лартас ĕçе малалла тăсасси пирки калатчĕç.
Эпир, Етĕрне районĕнчи Ирçе ачисем, шкултан таврăннă чухне ĕне ферми çумĕнчи çырмари чăрăшсен çумĕпе иртеттĕмĕр. Вĕсене вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă асатте-кукаçи асăнмалăх лартса хăварнă. Çавăнпа хаклă пирĕншĕн çак вырăн. Унта хĕвелтен пытанса сулхăнра выляттăмăр. Тата çак тĕлте çĕр çырли уйрăмах тутлă туйăнатчĕ.
1945 çулта çĕнтерÿçĕсене сирень турачĕпе кĕтсе илнĕ. Çеçке çурнăскер савăнăç туйăмне вăйлатнă. Çавăнтанпах тутлă шăршă саракан сирень тĕмĕ Çĕнтерÿ палли шутланать.
Çамрăк ăру та ветерансене асра тытса йывăç-тĕм лартассине йăлана кĕртнĕ. Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулти «ЭКА» экологи юхăмĕн йышĕ, тĕслĕхрен, Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ сиренĕ» акцие хутшăннă. Çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тав туса шкул таврашĕнче 20 тĕм лартнă. Вĕсем кашни çуркунне паттăр ячĕпе хатĕрленĕ чечек çыххи вырăнĕнче пулĕç. Малалла вулас...