- Чăвашла верси
- Русская версия
Тÿшеке ÿкессе пĕлсен кăна сарар мар
Апат-çимĕç лавкки умне икĕ ачаллă хĕрарăм пырса чарăнчĕ. Пепкисенчен пĕри — кÿмере, теприне алăран çавăтнăччĕ вăл. Тăватă-пилĕк çулта теме пулакан ывăлне çывăракан йăмăкне асăрхама каласа хăварчĕ те шалалла кĕрсе çухалчĕ амăшĕ. Унччен те пулмарĕ — лавкка умĕнче парковка вырăнĕ хĕсĕккине пула пĕр çăмăл автомашина кÿмене ярăнтаркаласа тăракан арçын ачапа çуммăнах пырса чарăнчĕ. Вăл килнине курсан хайхи шăпăрлан шикленнипе айккинелле пăрăнма хăтланчĕ. Кĕрĕс-мерĕс урапаллă кÿме чалăшса кайрĕ, тайăлса ÿкмех пуçларĕ. Вăраннă хĕр пĕрчи çари! çухăрса сасă пачĕ. Йăмăкĕ хăраса йĕме тапратнине кура арçын ача та макăрма пуçларĕ. Шăп çакнашкал самантра лавккаран вĕсен амăшĕ тухрĕ. Асли тин кăна мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ. Лешĕ вара икĕ тĕпренчĕкне лăплантарас вырăнне аслăраххине хăтăрса та илчĕ: «Çывăрса тăмалла марччĕ. Мĕн, куçу çук-им? Машина хăех пăрăнатчĕ — санăн пăрăнас тесе вĕткеленмелле марччĕ!» «Куçу çук-им» тени, тĕрĕссипе, шăп хăйне пырса тивмелле: лавккана кÿмепе кĕмешкĕн ятарласа пандус çирĕплетнине мĕншĕн асăрхаман-ха вăл? Хăйĕн айăпне туйни-качки пулмарĕ пулас — ывăлĕн «айванла хăтланăвĕшĕн» тарăхнипе мăкăртатса çуртсем еннелле утса кайрĕ вăл.
Ачасен хăрушсăрлăхĕ çинчен сăмах пуçарнă май Франци çыравçи Антуан де Сент-Экзюпери калани аса килет: «Эпир алла вĕрентнĕ чунсемшĕн хамăрах яваплă». Ачасем инкек-синкеке лекнĕ тĕслĕх сахалланни çинчен калаçма иртерех те — «яваплă» тенине хăш-пĕр çитĕннĕ çын ытла та çиелтен ăнланнине йышăнмах тивет.
Те ăс-тăн тени çапла пирĕн: патшалăх енчен питĕ çирĕп йĕрке хута каймасăр та «юсанмастпăр». Йĕрке-саккуна хытарсан ăна пăхăнма пуçласан та — тем пекехчĕ те... Акă нумаях пулмасть РФ Правительствин Çул-йĕр правилисемпе çыхăннă тÿрлетĕвĕсене çирĕплетрĕç. Улшăнусенчен хăш-пĕрне çула çитменнисен тĕлĕшпе сыхлăх туйăмĕ вăйлантăр тесех кĕртнĕ. Ачасене транспортпа илсе çÿрессин йĕрки çĕнелнĕ. 7 çултан кĕçĕнреххисене çăмăл автомобильре е груз турттаракан машина кабининче вĕсен йы-вăрăшĕпе çÿллĕшне тивĕçтерекен креслăпа усă курмаллине палăртнă. Уçăмлатса çапла çырнă: хыçалти ларкăч çинче хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе кăна усă курма та ирĕк пур. Малти ларкăч çинче вара кресло пулмаллах. 12 çултан кĕçĕн ачасене мотоциклпа хыçалти ларкăч çинче лартса çÿреме чарнă. Çак йĕркене пăхăнман çитĕннĕ çынсене явап тыттарас йĕркене те хытарнă: 3 пин тенкĕ штраф хума йышăннă.
ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕнче çапла палăртаççĕ: ятарлă креслăпа усă курнă май 4 çулчченхи ачасем аварисенче суранланас хăрушлăх 80 процент таран чакать. 5-9 çултисем тĕлĕшпе те ку кăтарту пĕчĕк мар — 52 процент.
Шел, йĕркене хытарнине кашни водитель, ашшĕ-амăшĕ ăса илни сисĕнсех каймасть. Акă иртнĕ канмалли кунсенче хуларан яла кайнă чухне çул çинчи «пăкăсене» пула çул çинче чарăна-чарăна пыма лекрĕ. Пирĕн машинăпа тĕлме тĕл — çулăн тепĕр йĕрĕ çинче — вĕçтерекен кĕмĕл тĕслĕ «Лада-Калинăра» салон тулли çынччĕ. Хыçалти ларкăч çинчи пиллĕксенчи хĕрача çул тăршĕпе мĕн тĕрлĕ ташласа-авкаланса пымарĕ-ши! Юнашар ларакансенчен пĕри амăшĕ пулчĕ-тĕр, руль умĕнче, иккĕленÿ çук — ашшĕ. Аслисем чиперук хăтланăвне сăнаса кулкаласа çеç пычĕç, хăрушсăрлăх йĕркине кăнттаммăн пăсни темшĕн нихăшĕн пуçне те кĕмерĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас