- Чăвашла верси
- Русская версия
Кăмăл иксĕлмесен — вăхăт тупăнĕ
<...> Республикăра, çĕршывăмăрта кашни çулталăках мĕнле те пулин уйрăм темăна халалласси йăлана кĕчĕ. Раççей Президенчĕ 2017 çулăн юлашки уйăхĕн пуçламăшĕнчех — раштавăн 6-мĕшĕнче — 2018-мĕшне Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе çирĕплетни çинчен Указ алă пусни çитес 12 уйăх чăннипех ырă пуласси пирки шанăç çуратрĕ. Тĕнчере тÿлевпе çыхăннă ĕç-пуçсăр пуçне ырă кăмăл çинче кăна никĕсленекен пуçарусем хăйсен витĕмĕ-вырăнне çухатманнине ĕненме хистерĕ.
Пирĕншĕн, иртнĕ ĕмĕрĕн телейлĕ-мирлĕ çулĕсенче çут тĕнчене килнисемшĕн, ушкăнлăх кашни хутлăхра пуç пулса тăнă тапхăрăн «ешĕл калчисемшĕн» «обществăшăн усăллă ĕç» ăнлав чуна витернисен йышĕнче мар-и вара? Октябренок, пионер, комсомолец ятне илтнисем — паянхи волонтерсемех вĕт тĕрĕссипе. Пурте вĕсем мĕнле те пулин усăллă ĕç тума ăнтăлаççĕ, тăрăшнăшăн нимĕнле пархатар та кĕтмеççĕ.
Ачалăхăмăр вăхăтĕнче чи анлă сарăлнă юхăмсенчен пĕри — Тимур отрячĕсем. Ватăсене, пĕччен пурăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскер çитĕнекен ăрушăн чăннипех ырă тума хăнăхтаракан шкул шутланнă. Ас тăватăп, пионервожатăйра ялти кашни кинемей-старике шута илнĕ список пурччĕ. Отрядсем нумайрах çынна шефа илессишĕн тупăшатчĕç. Пулăшу кÿнĕ хыççăн ватăсем ырă сăмахпа тав туни хавхалантаратчĕ. Нумаях пулмасть пирĕн хаçатăн хастар вулаканĕ, Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан Татьяна Игнатьева та хăйĕн çинчен каласа кăтартнă май Тимур отрячĕ çинчен аса илчĕ: «Класра вăтăр ытла ачаччĕ. 12-шĕ пĕр урамра пурăнаттăмăр. Хамăр таврашри ватăсен килти хуçалăхĕнче мĕн тумаллине курса-пĕлсе тăраттăмăр. Аттен моторлă пăчкă пурччĕ. Вутта вăл татса паратчĕ те — çураттăмăр, купалаттăмăр...»
Ку — волонтерсен пĕр енлĕ ĕçĕ кăна. Чăннипе, хальхи саманара хастарсемсĕр пуçне никам та тума пултарайман ĕç темĕн чухлех. Волонтерăн социаллă ĕçчене, культура хутлăхĕнче тăрăшакана, вĕрентекене, сывлăх хуралĕнче вăй хуракана, эколога, юриста... çаврăнма тивет. <...>
Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче волонтер юхăмĕ Чăваш Енре те вăйлă аталанса пырать. <...>
Тĕслĕх вырăнне пĕрин çинчен çеç каласа кăтартам. «Тавах эсĕ пурришĕн!» проект, сусăр ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскер, ятарлă гранта тивĕçнĕ. Укçапа тивĕçтерекенĕ — çĕршыври пысăк предприятисенчен пĕри. Проект авторĕ — Арина Максимова. Тĕрлĕ çĕрте вĕренекен студентсен пулăшăвне ырăран та ырă парне пек йышăнакан çемьесем йышлансах пыни, сусăр пепкене пăхса хăшкăлнă ашшĕ-амăшĕ пурнăçăн çутă тĕсĕсене курма тытăнни волонтерсене проекта малалла тăсма хавхалану кÿрет.
Вулакан ас тăвать-тĕр: 2008 çула Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Чăваш Енре мĕн чухлĕ ыр кăмăллăх мероприятийĕ иртрĕ ун чухне! Кăçал Раççейре палăртни — шухăш-тĕллевĕпе пĕр евĕрлех. Çĕршыв республикăран чылай хут пысăккине шута илсен ырă ĕçсен калăпăшĕ те, пĕлтерĕшĕ те сумлăрах пулмалла пек. Çакăн валли вăхăт çитмест тесе тÿрре тухма хăтланар мар. <...>
Комментари хушас