Ача çуратма усал шыçă та чараймасть

29 Кăрлач, 2018

«Маммолог онкопатрулĕ» ялтан-яла, хуларан-хулана çитнине халăх хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Республикăри онкологи диспансерĕ пуçарнă проект 2015 çултанпа пурнăçланать. Рентген куçса çÿрекен хальхи йышши комплексĕ кăкăрти усал шыççа май пур таран маларах тупса палăртма пулăшать. <...>

Хальхи вăхăтра кăкăр ракĕ анлă сарăлни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чăваш Республикинче усал шыçăпа чирлĕ 100 çынран 19-шĕ çак амакпа аптăрать. Çавăнпах хăвăртрах сипленме пуçлани вилĕме çĕнтерме пулăшнине асра тытмалла. Ахальтен мар 39 çултан иртнĕ хĕрарăмсене çулленех маммограф тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕнеççĕ. Сăмах май, диспансеризаци вăхăтĕнче те маммологпа тĕл пулма май пур. <...>

Иртнĕ эрне вĕçĕнче республикăри онкологи диспансерĕнче Мускав, Санкт-Петербург специалисчĕсем ăсталăх класĕсем йĕркеленине палăртмалла. Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн аслă ĕçченĕ Валентина Нечушкина профессор çамрăк хĕрарăмăн амалăх мăйĕнчи усал шыççа касса илнĕ. Кăткăс операци ăнăçлă иртнине кура çав хĕрарăмăн варĕнче ача тĕвĕленме пултарĕ. Унсăр пуçне пулас амăшне хăй тĕллĕн çăмăлланма нимĕн те чăрмантармĕ. Çĕнĕ мелсемпе усă курни пациента хăвăртрах вăй илме тата сиплеве тăсма май пани куç кĕрет. <...>

«Еврази онкологи программи» Еврази федерацийĕн онкологи тата наукăпа вĕрентÿ центрне йĕркелесе яраканĕ Сомасундарам Субраманиан усал шыççа маларах тупса палăртас ĕçе пур специалистăн та хутшăнмалли çине пусăм тунă. Пĕтĕмĕшле илсен, çынсем ытларах чухне онкологсемпе мар, урăх врачсемпе çыхăну тытаççĕ. Шел те, чир шала кайсан тин онкологи диспансерне çул тытни тăтăш тĕл пулать. «Усал шыçă хăйне евĕрлĕхĕ çинчен пур тухтăра та каласа кăтартсан кирек хăш специалистшăн та чире тупса палăртасси ансатланĕ», — тенĕ хăна. <...>

Семинарта чир профилактикинчен пуçласа психолог пулăшăвĕ таранчченех калаçнă. Çапах тухтăрсем кăна мар, чи малтанах кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла. Палăртнă вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ÿркенмелле мар. Диагноз уçăмлансан вара тухтăрсем сиплев палăртĕç. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.