- Чăвашла верси
- Русская версия
Инкек канăва ан пăстăр
4 çулти Кирилл ку таранччен нихăçан та чÿрече сакки çине хăпарса ашкăнман, ку хутĕнче вара... Амăшĕ хăвăрт кăна лавккана кайса килме шухăшланă. Вăхăт нумай иртесрен машинăпах çула тухас тенĕ вăл. Пĕчĕк ывăлне асăрхама аслине хушнă. Таврăнса ĕлкĕреймен хĕрарăм — телефон шăнкăравланă: Кирилл чÿречерен ÿкнине пĕлтернĕ. Пĕчĕкскер ÿпре-шăнаран хÿтĕлекен сетка витĕр 2-мĕш хутран аялалла чăмнă. Арçын ача кипкепе çуралнă темелле: инкеке лекнĕскерĕн сывлăхне Республика ача-пăча клиника больницинче тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн унăн пурнăçĕшĕн хăрушлăх çуккине çирĕплетнĕ тухтăрсем.
Асăннă тĕслĕх — ача-пăча çуллахи тапхăрта тĕрлĕ вырăнта инкек тÿсес, сывлăхне сиен кÿрес пулăмсенчен пĕри кăна. Çу каçа кунашкалли е чылай хăру-шăраххи миçе пулĕ-ши? Калама хĕн. Çу пуçланчĕ çеç-ха, эрне пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Енре ача ÿкнĕ 18 тĕслĕхе шута илме ĕлкĕрнĕ те.
Ачасен суранланăвĕ çуллахи тапхăрта нумайланни республикăри медицина учрежденийĕсенчи лару-тăрăва чăннипех çивĕчлетет. Ролик конькипе, ве-лосипедпа, мопедпа, самокатпа ярăннă май ачасем алă-ура ÿтне чĕртернĕ, шăмă хуçнă, тĕрлĕ органа амантнă тĕслĕхсем çине-çинех пулаççĕ. Сывлăх сыхлав хутлăхĕнче тăрăшакансем тĕрлĕ пăтăрмаха лексе суранланнă ачасенчен хăш-пĕрне çăлса хăварма та май килейменнишĕн пăшăрханса ашшĕ-амăшне тимлĕрех пулма ыйтаççĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп хирургĕ Анатолий Павлов шăпах çуллахи тапхăрта ача- пăча тулаш сăлтавсемпе вилнин кăтартăвĕсем ÿснине, çавнашкал тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ пĕчĕкскерсем уçă е москит сеткăллă чÿрече умне пырса пысăк çÿллĕшĕнчен ÿкнипе сăлтавланнине палăртать. Сăмахран, 2017 çулта шута илнĕ ача çÿллĕ вырăнтан ÿкнĕ 78 тĕслĕхрен 27-шĕ шăпах хальхи йышши чÿречесен çуллахи карри пепке йывăрăшне чăтайманнипе çыхăннă.
Инкек ура айĕнчех çÿрет тесе ахальтен каламан ваттисем. Республикăри ача-пăча клиника больницинче сипленекен 10 çулти Мария та амăшне итлемесĕр ас-лăк тăррине хăпарнăшăн халĕ ÿкĕнет ахăртнех. Унта вăл пĕччен мар, тус- юлташĕпе пĕрле х ă п а р н ă . Ш у х ă хĕрача бетон сарнă çĕре ÿксе пуçне амантнă.
Ачасен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕ те çуллахи тапхăрта — уйрăмах çивĕч ыйту. Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — пассажир-ачасемпе тата çуран çÿрекен пепкесемпе пулакан инкексен шучĕ пĕр шайрах. Чылай чухне инкек кĕçĕннин ашшĕ-амăшĕн айăпĕпе пулса иртнине палăртаççĕ управлени ĕçченĕсем. Нумаях пулмасть çул çинче сиксе тухнă пăтăрмахра груз тиенĕ машина мотоблокпа çапăннă. Мотоблок кузовĕнче вара 8 çулти ача ларса пынă. Юрать-ха, ку авари вилĕмпе вĕçленмен.
Ашшĕ-амăшĕшĕн пурнăçра чи хакли — тăван тĕпренчĕкĕ. Çавăнпа çул çитмен ывăл-хĕре скутер-мопед илсе пама васкиччен çиччĕ виçсе пĕрре касасчĕ.
Шыв-шур çывăхĕнче ачасен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен çуллахи тапхăр умĕн кашни шкул-садикре тĕплĕ калаçу ирттереççĕ. 2017 çулта кунашкал инкеке 13 ача лекнĕ. 5-ĕшĕ путса вилнĕ. Çан-çурăм тăрăх сивĕ чуптаракан çак цифрăсем аслисемшĕн те, кĕçĕннисемшĕн те асăрханмалли çинчен чи витĕмлĕ каланă сăмахран та вирлĕрех шăнăçмалла пек пуçа. Шел, çулталăк пуçланнăранпа республикăра шывра инкекпе вĕçленнĕ 3 тĕслĕхе шута илнĕ те. Малалла вулас...
Комментари хушас