Комментари хушас

«Вăрман — çĕр-аннемĕр ÿпки», — вĕрентнĕ пире мĕн ачаран. Йывăç-курăк пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăккине ăша хывса çитĕннĕ эпир. Вăрман лартмалли куна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Уяв çамрăк хунав лартассипе, вăрман-катана тасатассипе çыхăннă.
Çак кун совет тапхăрĕнчех экологи чи пысăк уявĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вăрман лартас ĕçе шкул ачисене явăçтарасси вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче йăлана кĕнĕ. Раççейре ку акци ака-çу уйăхĕсенче иртет. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнать.
Хăйне евĕр акци Раççей мĕн пур регионĕнче иртет. Вăрман лартмалли кунра, ăна, тĕрĕссипе, уйăхлăх тесе калас килет-ха, темĕн тĕрлĕ ĕç те пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен те çак акцие çулсерен хастар хутшăнать.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР çут çанталăкпа экологи министрĕн заместителĕ Марина Трофимова, «Вăрман хуралĕн» директорĕ Владимир Курчин тата «Шупашкарти вăрман хуçалăхĕн» директорĕ Василий Богданов Йăлăм вăрманĕнче пулнă. 2010 çулхи пушарта пĕтнĕ лаптăксене лартнă çамрăк хунавсене пăхса çаврăннă.
Çуннă вăрмансен лаптăкĕсене чĕртес тĕллевпе 2011-2017 çулсенче 3600 га çĕр çинче хунав лартнă. Волонтерсемпе ырă ĕç тăвакансем тĕрлĕ акци вăхăтĕнче 86 га вăрман чĕртнĕ. Хунавсен 80 ытла проценчĕ вăй илнĕ.
Кăçал Йăлăм вăрманĕнчи 227 га çинче хунав лартмалла. Волонтерсем пулăшнипе 7 га лаптăк çĕре хатĕрлесе çитернĕ. Чăваш Ен вăрман лартма-акма хатĕр темелле.
Вăрман чĕртес ĕç экологи тытăмĕнчи пĕлтершлĕ ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар ку тивĕç епле пурнăçланнине сăнасах тăраççĕ яваплă органсем. Акă, тунти кун РФ çут çанталăкпа экологи министрĕ С.Донской ертсе пынипе вăрман лартас ĕç ыйтăвĕпе канашлу ирттернĕ. <...>
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăри вăрман хуçалăхĕсем ĕçе пуçăннă. Иртнĕ вырсарни кун Шупашкарпа Шăмăршă вăрман хуçалăхĕсем йывăç лартмалли сезон уçнă.
Канашри вăрман хуçалăхĕн Сиккассинчи участокĕнче юн кун ЧР Вăрман хÿтлĕхĕн центрĕн специалисчĕсем хунавсен пахалăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсем таса та çирĕп пулнине палăртнă.
Пĕтĕм Раççейри вăрман лартмалли куна хутшăннă май Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем Кушлавăш питомникне субботнике тухнă.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ĕçченĕсем вара «Симĕс çуркунне» экологи субботникне хутшăннă. Вăл акан 21-мĕшĕнчен пуçланса пĕр уйăх тăсăлать. <...> Тулли верси...
 

Татьяна НАУМОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.