Владимир СТЕПАНОВ: Наци проекчĕпе пăхса хунă мероприятисем республикăра кăçал малалла пурнăçланĕç
Паян Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕ анлă ларăва пухăнчĕ. Ку тытăмра вăй хуракансем пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çулта тухтăрсем тăрăшнипе çын вилес кăтартăва 22,9 процент чухлĕ чакарма, ку кăтартăва пандемичченхи шая çитерме май килнине каларĕ. Çапла вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул таран ӳснĕ, 72,5 çулпа танлашнă.