90 çулта ĕçпе, ĕненÿпе пурăнать
Тăхăр вунă çулти çын пирки калаçнă чухне куç умне тÿрех тăнлавĕ аванах кĕмĕлленнĕ шур аппа е сухаллă мучи тухать. Çук-ха, туйине тÿрех тыттарас килмест ăна. Тăхăр теçетке çул кун кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатманнисем пурах. «Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре- ши?» — ыйтас килет вĕсенчен тÿрех. Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хакланăран пуç усмасăр малалла талпăнма пĕлни пирки сăмах пуçараççĕ вĕсем. Çакă кăна-ши? Паллах, сывлăх çирĕплĕхĕ, чун-чĕре хăвачĕ… Пур пĕрех темскер каласа çитермен пек.