Чăваш Енри фристайл çăлтăрĕсем кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ

26 Пуш, 2018

Иртнĕ эрнере Кăнтăр Урал тĕнче фристайлĕн центрĕ пулса тăнă. Челябинск облаçĕнчи Миас хулинчи «Солнечная долина» курортра пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче кунта биг-эйр дисциплинăра Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Канмалли кунсенче вара кунтах фристайлăн пĕтĕм тĕнчери Russian Freestyle Games - RFG фестивалĕ иртнĕ.

Ăмăртусенче ăсталăхĕпе икĕ ентешĕмĕр — Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеев — та паллаштарнă. Наци чемпионатĕнче Чăваш Ен хастарĕсем кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Лана çавăн пекех спортсменсене тĕрлĕ çĕршывран, çав шутра Чехирен, Польшăран, Финляндирен, пухнă сумлă стартра çĕнтернĕ.

Ланăна та, Димăна та пирĕн ентеш, Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Никита Васильев хатĕрленине аса илтеретпĕр.

 

Рубрика: 

Комментари хушас