соревнования

Пуш уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнчи Кабардинка поселокĕнче «Жемчужина моря-2019» маунтинбайк спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕ иртнĕ.

Спортсменсем тинĕс кукринче, Геленджик хули çывăхĕнче тупăшнă. Икĕ кунра Раççейри, Казахстанри, Белоруссири 150 спортсмен медальсем çĕнсе илессишĕн тар тăкнă. Пьедесталăн хисеплĕ картлашкисене тивĕçессишĕн ăмăртакансене тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнне уйăрнă.

Вырсарникун Шупашкарти Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Енре самбо енĕпе мала тухассишĕн 15-16 çулсенчи çамрăксен хушшинче ăмăрту иртнĕ.  Унта 200 яхăн спортсмен хутшăннă.

Нумаях пулмасть Екатеринбургра пауэрлифтинг енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Федерацин Урал округĕнче 700 спортсмен пухăннă. Чăваш Енрен 9 атлет хутшăннă, вĕсем 5 медальпе таврăннă. Республика пухмачĕ 2 «ылтăнпа», 2 «кĕмĕлпе» тата 1 «бронзăпа» пуянланнă.

www.hypar.ru

Тина ФЕДОРОВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Pages

Subscribe to соревнования