Комментари хушас

11 Пуш, 2019

Самбо енĕпе чи вăйлисене палăртнă

Вырсарникун Шупашкарти Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Енре самбо енĕпе мала тухассишĕн 15-16 çулсенчи çамрăксен хушшинче ăмăрту иртнĕ.  Унта 200 яхăн спортсмен хутшăннă.

Тупăшăва Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Пегасов уçнă, çамрăк спортсменсене ăнăçу суннă. Министр Хусанта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди çĕнсе илнĕ пысăк кăтартусене аса илсе çапла каланă: «Унта çамрăксем хăйсен чи лайăх енĕсене кăтартнă. Çакă, паллах, сирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарас тесен сирĕн паян хăвăрăн чи лайăх енсене кăтартмалла».

Министр сăмахĕсене спортсменсем кавир çинче çирĕплетнĕ. Ăмăрту чăннипех те хĕрÿ иртнĕ, никам та парăнасшăн пулман. Пĕтĕмлетÿсемпе пуринчен ытла медальсене самбопа дзюдо шкулĕн çамрăкĕсем çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçе категорийĕнче Роман Сафронов, Никита Молышев, Даниил Данилов, Павел Иванов, Роман Белаев, Никита Лобунец, Егор Черепанов ылтăна тивĕçнĕ. Пикесенчен пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Анастасия Алексеева, Софья Емелюкова, Яна Варламова хăпарма тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: