Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

22 Ака, 2019

Хула çыннисене валли — ярмăрккăсем

Канмалли кунсенче Шупашкарта ял хуçалăх таварне сутассипе «Çуркунне-2019» уйăхлăх пуçланнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Северный» суту-илÿ комплексĕнче уçнă.

18 Пуш, 2019

Кавир çинче — самбистсем

Вырсарникун 13-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче самбо енĕпе Чăваш Енре мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Шупашкарти олимп резервĕсен 10-мĕш шкулĕнчи кавир çине 193 арçын ачапа 41 хĕрача тухнă.

11 Пуш, 2019

Самбо енĕпе чи вăйлисене палăртнă

Вырсарникун Шупашкарти Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Енре самбо енĕпе мала тухассишĕн 15-16 çулсенчи çамрăксен хушшинче ăмăрту иртнĕ.  Унта 200 яхăн спортсмен хутшăннă.

14 Кăрлач, 2019

Сусăр ачасене лашапа ярăнтарнă

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти лаша-спорт комплексĕнче «Хĕллехи такан» фестиваль иртнĕ. Ăна сывлăх енчен хавшакрах ачасене физкультурăпа тата спорта туслаштарас, обществăри пурнăçа хăнăхтарас тĕлевпе йĕркеленĕ.

3 Раштав, 2018

Сочирен — медальпе

Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн воспитанникĕ Дмитрий Орлов чÿк уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Сочире куç япăх куракансен хушшинче самбопа иртнĕ II чемпионатра «бронзăна» тивĕçнĕ. Спортри мăшăр кĕрешÿсен федерацин «Юг Спорт» центрĕнче иртнĕ ăмăртăва çĕршыври 100 спортсмен хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — спорт мастерĕн кандидачĕ, Александр Ясмаков тренерĕн воспитанникĕ, пирĕн ентеш Дмитрий Орлов.

Pages