Хула çыннисене валли — ярмăрккăсем

22 Ака, 2019

Канмалли кунсенче Шупашкарта ял хуçалăх таварне сутассипе «Çуркунне-2019» уйăхлăх пуçланнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Северный» суту-илÿ комплексĕнче уçнă. Ярмăрккăсем «Николаевский», «Шупашкар», «Юго-Западный» суту-илÿ комплексĕсенче те ĕçлеççĕ.

Уйăхлăхăн пĕрремĕш кунĕнчех Чăвашпотребсоюз, хресчен фермер хуçалăхĕсем, Вăрнар, Элĕк, Канаш, Йĕпреç, Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Çĕрпÿ тата Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăх тытакансем хула çыннисем патне хăйсен таварĕпе тухнă. Ярмăрккăсене килекенсем пахча çимĕç кăна мар, чечек вăррисемпе тымарĕсем, улма-çырла хунавĕсем, вăрлăхлăх çĕр улми, аш-какай, пулă, сĕт-çу тата ытти юр-вар туяннă.

Çакна палăртмалла: ярмăрккăри хаксем лавккаринчен йÿнĕрех. Вăтам хак çапларах йĕркеленнĕ: çĕр улми — 12-17, вăрлăх çĕр улми — 12-25, пуçлă сухан — 17-30, кишĕр — 28-35, хĕрлĕ кăшман — 25-37, купăста — 40-45 тенкĕ.

Икĕ кунра ял хуçалăх таварĕ 16 тонна ытла сутăннă. Уйăхлăх çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас