Элĕк районĕ

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнчи 2-мĕш тата 3-мĕш класра вĕренекенсем Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» пьеса тăрăх шкул çумĕнчи «Колобок» ача садне çÿрекенсене спектакль лартса пачĕç. Алина Андреевăпа Ольга Владимирова вĕрентекенсем ачасене сцена çинче мĕнлерех пулмаллине, рольсене мĕнле вылямаллине тĕплĕн ăнлантарнă. Ачасем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Тĕп сăнара — Мулкача — Таисия Сорокина ăста калăпларĕ.

Хамăр пурăнакан вырăна капăрлатма мĕн чăрмантарать? Çакна тума кăмăл çеç кирлĕ. Элĕкри Парк урамĕнчи 9-мĕш çуртра пурăнакансем ÿркенмен, хăйсем тĕллĕн подьезд умне илем кÿнĕ.

Унта кун кунлакансем Вероника Иванова пуçарăвĕпе клумбăсене чечек лартнă, кил-тĕрĕшре усă курма пăрахнă япаласенчен юмахри сăнарсене ăсталанă. Кустăрма шинисем, пластмасса савăт-сапа, ача-пăча теттисем те капăрлăх кÿме кирлĕ пулнă. Нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи илем халĕ иртен-çÿрен кăмăлне те çĕклет.

Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Карачура ялĕнчи çăтмах тĕнчи çинчен пĕлтĕр çырса кăтартнăччĕ. Лидия Онуфриевăн картишне, урама кăçал та юмахри сăнарсем илемлетеççĕ. Вăл хăйĕн хуçалăхĕнче, тĕрĕсрех каласан — пахчинче, ял уявне кăçалхипе пиллĕкмĕш хутчен ирттерчĕ.

Хулара çеç мар, яллă вырăнта та предпринимательлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлесси йăлана кĕрсе пырать. Сăмахран, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Элĕкри "Меркурий" бизнес-инкубаторта районти Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кунĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне çак тăрăхри предпринимательсемпе район ертÿçисем, çавăн пекех Шупашкартан та - Республика бизнес-инкубаторĕнчен, Агро-Инновацирен тата ытти учрежденирен - яваплă специалистсем хутшăннă.

Subscribe to Элĕк районĕ