Кĕнеке вулама юратакансене чысларĕç

27 Çу, 2019

Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотеки нарăсăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлнă «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿсене чысларĕ.

Çемье вулавне аталантарас тĕллевпе иртнĕ конкурса 13 районтан тата 5 хуларан 59 ытла ĕç тăратнă. «Илемлĕ хайлав патне хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Библиотека тăрăх йĕркеленĕ чи лайăх виртуаллă экскурси», «Чи лайăх вулав дневникĕ» номинацисенче палăрнисене Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова саламларĕ, яланах кĕнекепе туслă пулма чĕнсе каларĕ.

Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче — пĕлÿ çăлкуçĕн чăн-чăн тусĕсем. Ача пĕрремĕш хут кĕнекепе çемьере паллашать. Ашшĕ-амăшĕ вуласан ача та пĕчĕкренех кĕнеке патне туртăнать. Вулав тĕнчипе паллашса вĕсем ырăпа усала уйăрма, сăнарсемпе пĕрле савăнма, кулянма хăнăхаççĕ.

«Илемлĕ хайлав патне хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст» номинацире Любимовсем /Муркаш районĕ/, Владимировсем /Комсомольски районĕ/, Андреевсем /Канаш районĕ/ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. «Библиотека тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх виртуаллă экскурси» номинацире пултарулăхпа Савельевсем /Шупашкар/, Можаевсем /Комсомольски районĕ/, Терехинсем /Муркаш районĕ/ палăрчĕç. «Чи лайăх вулав дневникĕ» номинацире Назаровсем /Канаш районĕ/, Александровсем /Канаш хули/ тата Михайловсем /Элĕк районĕ/ малти вырăнсене йышăнчĕç.

Пултарулăхра палăрнисене, кĕнекепе туслисене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас