Элĕк районĕнчи земство тухтăрĕсем кăтартуллă ĕçлеççĕ

17 Ака, 2019

Чăваш Республикинче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ял-салара вăй хуракансене патшалăх уйрăммăн пулăшма пуçланăранпа 426 сывлăх сыхлавçипе килĕшÿ тунă. Элĕк район тĕп больницине, тĕслĕхрен, «Земство тухтăрĕ» программăпа 13 врач ĕçе вырнаçнă. Валерий Егоров тĕп врач патшалăх тĕревĕ кадр çивĕчлĕхĕнчен хăтăлма пулăшнине палăртать.

Анестезиологипе реанимация уйрăмĕн пуçлăхĕ Валентина Майорова килĕшÿре палăртнă вăхăта ĕçлесе татнă. Вăл хăйĕн ĕç вырăнне улăштарасшăн мар. Владимир Алексеев анестезиолог-реаниматолог земство тухтăрĕсен йышне кĕнĕренпе çулталăк та çитмен-ха. Вĕсем иккĕшĕ те миллион тенкĕпе ачисене пурăнмалли кĕтес илсе панă.

Участок терапевчĕ Светлана Иванова çак тăрăхра çуралса çитĕннĕ, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Апла пулин те Элĕк район больницине ĕçлеме çÿрет. «Юн пусăмĕ йĕркеллĕ — космоса вĕçме те юрать», — Кĕçĕн Тăванри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Алексей Александрова хăпартлантрать вăл. Сывлăх сыхлавçисем куçран вĕçертменрен, сывă пурнăç йĕркине пăхăннăран вăрăм ĕмĕрлĕ арçын хăйне лайăх туять. Алексей Александрович пахчара та, кил таврашĕнче те вăй çитнĕ таран тăрмашать, çав вăхăтрах платник ĕçĕпе аппаланать.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас