Комментари хушас

28 Çу, 2020

Çĕмĕрлесене пляжпа тивĕçтерĕç

Паян ЧР Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев Çĕмĕрле районĕнче халăха пăшăрхантаракан ыйтусене тишкерчĕ.  Унпа пĕрле  Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Шигашев, Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ Сергей Яргунин пулчĕç. 

Шыва кĕмелли тапхăр çывхарса пынă май хула халăxĕ валли пляж уçмалли вырăна палăртрĕç. Вăл Çĕмĕрлене Вăрнарпа çыхăнтаракан çул çумĕнчи пĕвере пулĕ. Ăна икĕ-виçĕ эрнерен хатĕрлесе çитерме шантарчĕ xула администрацийĕн пуçлăxĕ Валерий Шигашев.

Oлег Николаев хулана ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен станцин, хулари котельнăйсен ĕç-xēлĕпе паллашрĕ, "Труд" стадион реконструкцийĕпе кăcăкланчĕ.
Хула влаçĕпе пĕрле çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртрĕ.

Кăнтăрла хыççăн  Олег Николаев Элĕк салине çитрĕ. Кунта çу уйăхĕнче тума пуçланă бассейн строительствипе паллашрĕ. Çавăн пекех вăл Элĕк районĕнчи санкцилемен вырăна йăлари хытă каяш тултарнă объекта рекультивацилес ĕç еплерех пынине тишкерчĕ. 

www.hypar.ru Юрий МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.