Республикăра 14-мĕш кинозал уçăлчĕ

15 Раштав, 2018

Раççей Кино  фончĕ 2015 çултанпа çĕршывра конкурс ирттерет. Унта 500 пин çынран ытла мар пурăнакан ял-хула хутшăнма пултарать. Çĕнтерýçĕ 5 млн тенкĕ тавăрса памалла мар субсидие тивĕçет. 2018 çулта çак конкурса хутшăнса Элĕкри культура çурчĕ çĕнтернĕ. Субсидипе усă курса кунта хальхи йышши кинозал уçнă.

Паян Элĕксене уявпа саламлама республика Пуçлăхĕ,  РФ Патшалăx Думин, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕсем, ЧР Правительство членĕсем çитрĕç. Сумлă хăнасене Культура çуртĕнче Упапа Маша кĕтсе илчĕç. Хĕрача xăйне кинозала кĕрсе курма йыхрав билечĕ панине пĕлтерчĕ. Буратино кинозалăн ылтăн çăраççине  пачĕ.

Пухăннисене уявпа саламланă май Михаил Игнатьев 70-80 çулсенe таврăнчĕ, хăйсем кино курма ялти клуба чупнине аса илчĕ. Халĕ акă иртни таврăнчĕ тейĕн, анчах та паянхи кино пачах урăх - çýллĕ - шайра пулĕ. Çĕнĕ кинозалра кунĕпе 4-5 сеанс йĕркелĕç. Фильмсен 50% Раççейре ýкернисем пулмалла.

Унтан сумлă xăнасем районти Мăн Шĕвĕшe çул тытрĕç - кунта çĕнĕ клуб çуртне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Ял çыннисем 10 çул клубсăрах пурăннă. Республика хыснинчен тата район пулăшăвĕпе усă курса 100 вырăнлăх çурт çĕкленĕ. Кунта халĕ пултарулăха аталантарма та, пушă вăхăта усăллă ирттерме те майсем çителĕклĕ.

Фоторепортаж (Элĕкри кинозал)...

Фоторепортаж (Мăн Шĕвĕшри культура çурчĕ)...

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас