Маргарита ИЛЬИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

15 Раштав, 2018

Республикăра 14-мĕш кинозал уçăлчĕ

Раççей Кино  фончĕ 2015 çултанпа çĕршывра конкурс ирттерет. Унта 500 пин çынран ытла мар пурăнакан ял-хула хутшăнма пултарать. Çĕнтерýçĕ 5 млн тенкĕ тавăрса памалла мар субсидие тивĕçет. 2018 çулта çак конкурса хутшăнса Элĕкри культура çурчĕ çĕнтернĕ. Субсидипе усă курса кунта хальхи йышши кинозал уçнă.