Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

26 Чÿк, 2018

Хĕрлĕ тÿремре — республикăри чи пысăк каток

Çĕнĕ Çулхи тĕп мероприятисем кăçал Хĕрлĕ тÿремре иртĕç. Кунта республикăри чи пысăк каток уçăлĕ. Хула çыннисемшĕн меллĕ пултăр тесе кунтах япаласем упрамалли камерăсем, кофе, чей тата пылак апат-çимĕç автомачĕсем вырнаçтарĕç.

22 Юпа, 2018

Спортпа сывлăх кунне 163 пине яхăн çын хутшăннă

Черетлĕ спортпа сывлăх кунĕнче республикăри тата муниципалитетсенчи физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, бассейнсем, катоксемпе спортзалсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене хапăлласа йышăннă. Вĕсенче 163 пине яхăн çын сывлăха çирĕплетнĕ.

1 Çурла, 2018

Хула кунĕнче — хĕрлĕ çÿçлисен фестивалĕ

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин кунне тата Мускав районĕ 45 çул тултарнине халалласа «Чи лайăх хула» лозунгпа чылай мероприяти ирттерме палăртнă. «Амазони» паркра вара «Тĕнчене йăлтăрккарах тăвар» хĕрлĕ çÿçлисен фестивалĕ старт илĕ.

Pages