Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ
Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ. "Хăвăр ĕçĕре чунтан пурнăçлани çитĕнÿ тума пулăшать. Спектакльсене районсенчи çĕнĕ те хăтлă клубсенче кăтартмалла. Искуство пуласлăхĕ çамрăксенче", - палăртрĕ Михаил Васильевич.