Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ гала-гонцертпа хупăнчĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ юлашки икĕ эрнере классика музыкин центрĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Çак тапхăрта кунта чаплă ентешĕмĕре, СССР халăх артистне Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ иртрĕ.

Раштавăн 1-мĕшĕнче вăл гала-гонцертпа хупăнчĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа çитсе курчĕ.

Концерт программи чăннипех пуян пулчĕ. Хăнасем те — ютран килнисем — хутшăнчĕç. Вĕсем: Гамбург патшалăх оперин солисчĕ, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Владимир Байков, Мускаври Çĕнĕ опера солисчĕсем Артем Голубев, Маргарита Некрасова, Пысăк театр /Мускав/ солисчĕ Роман Муравицкий, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Альдона Цкуа /Абхази/, Лю Иньлун /Китай/, Елена Никитина /Мари Эл/, Лариса Келль /Пермь/, ыттисем.

Куракансем хамăрăннисене те — Алексей Петрова, Михаил Журкова, Маргарита Финогентовăна, Иван Снигирева, Галина Петровăна, Мария Елановăна, ыттисене ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Кăçалхи фестиваль çĕнĕ ятсем те уçрĕç. Шупашкара пуçласа Кăнтăр Африкăри паллă “Gugulethu” коллектив килсе курчĕ. Хура ÿтлĕ каччăсем чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче уйрăм концерт кăтартрĕç. Классика произведенийĕсемпе пĕрле тĕрлĕ халăх юррисене те шăрантарчĕç.

29-мĕш фестиваль хыçа юлчĕ. Çĕннине, 30-мĕшне, кĕтме пуçларăмăр та.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас