Спортпа сывлăх кунне 163 пине яхăн çын хутшăннă
Черетлĕ спортпа сывлăх кунĕнче республикăри тата муниципалитетсенчи физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, бассейнсем, катоксемпе спортзалсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене хапăлласа йышăннă. Вĕсенче 163 пине яхăн çын сывлăха çирĕплетнĕ. Çынсем бассейнсене уйрăмах кăмăллани паллă: 16 пине яхăн çын — çав шутра 7 пин ытла ача тата 3 пине яхăн пенсионер — шывра ишнĕ.
Уяр та ăшă çанталăкра республикăра пурăнакансем уçă сывлăшра иртекен спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăннă. Хуласемпе ял-салара 480 ытла физкультурăпа спорт мероприятийĕ иртнĕ, 45 пин ытла çын стадионсемпе спорт лапамĕсенче сывлăха çирĕплетнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: сывлăх кунĕнче ачаллă çемьесем те хăйсене хастар кăтартнă. Аслă çулхисем те хаваспах спорт обьекчĕсене çитсе курнă. 5 пин ытла пенсионер массăллă спорт уявĕсене, фестивальсемпе спартакиадăсене хутшăннă.
Çитес спортпа сывлăх кунĕ чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ.
Комментари хушас