Сочирен — медальпе

3 Раштав, 2018

Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн воспитанникĕ Дмитрий Орлов чÿк уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Сочире куç япăх куракансен хушшинче самбопа иртнĕ II чемпионатра «бронзăна» тивĕçнĕ. Спортри мăшăр кĕрешÿсен федерацин «Юг Спорт» центрĕнче иртнĕ ăмăртăва çĕршыври 100 спортсмен хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — спорт мастерĕн кандидачĕ, Александр Ясмаков тренерĕн воспитанникĕ, пирĕн ентеш Дмитрий Орлов.

Ăмăртура Дмитрий 3 хут кĕрешĕве тухнă. Пĕрремĕш тытăçура ăна ăнман — вăл Дагестан спортсменне Зелимхан Суракатова выляса янă. 2-мĕшĕнче Мускав облаçĕн спортсменне Евгений Харитонова çĕнтернĕ. Юлашки тупăшура вара ăнăçу Тутарстанри Ринат Беглов енче пулнă пулсан та ентеш пъедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас