Комментари хушас

18 Mar, 2019 | Спорт

Вырсарникун 13-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче самбо енĕпе Чăваш Енре мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Шупашкарти олимп резервĕсен 10-мĕш шкулĕнчи кавир çине 193 арçын ачапа 41 хĕрача тухнă. Çакна палăртмалла: çак тупăшу федерацин Атăлçи тăрăхĕнче мала тухассишĕн иртекен ăмăртăвăн суйлав тапхăрĕ пулчĕ.

Çамрăк спортсменсем мала тухассишĕн тар кăларсах кĕрешнĕ. Пуринчен ытла медале олимп резервĕн самбопа дзюдо спорт шкулĕн самбисчĕсем тивĕçнĕ. Хăйсен виçе категорийĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине арçын ачасенчен Артем Константинов, Илья Гурьев, Иван Мамуткин, Алмас Пегасов, Егор Черепанов хăпарнă. Хĕрсенчен Лариса Рубцова, Елена Афанасьева, Анастасия Алексеева, Вера Смеловская, Мария Юманова, Милана Дергунова 1-мĕш пулнă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: