соревнования

27 Чÿк, 2018

Туслă тупăшу: следж-хоккей ăмăртăвĕ иртнĕ

Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» пăр керменĕнче чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ачасен «Атăл» тата хĕрарăмсен «Спартак» командисен следж-хоккейăн туслă ăмăртăвĕ иртнĕ.

22 Чÿк, 2018

Питĕртен — çĕнтерÿпе

Питĕрте кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ ăмăртуран Чăваш Ен спортсменĕсем тивĕçлĕ вырăнсемпе таврăннă. Тупăшу чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче иртнĕ. 11 çамрăк спортсменăн команди 1-мĕш вырăна тухнă, 2-мĕшне Санкт-Петербург йышăннă. 3-мĕш вырăнта — Брянск облаçĕн спортсменĕсем.

16 Чÿк, 2018

Чăваш КВНçисем çĕнтернĕ

Ростов хулинче Раççейри тĕрлĕ хулан /Мускав, Липецк, Чулхула, Калуга, Красногорск, Шупашкар/ команди хаваслисемпе ăнкаруллисен ăмăртăвне пуçтарăннă. «Салам сăмахĕ», «Музыка биатлонĕ» тата «Килти ĕç» конкурссенче пурте вăйăн пысăк шайне кăтартнă.

13 Чÿк, 2018

Çамрăк шашкăçăсем — республикăри çĕнтерÿçĕсем

Шупашкарта чÿк уйăхĕн 6-11-мĕшĕсенче çамрăк шашкăçăсем республикăра мала тухассишĕн тупăшнă. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпÿри, Шупашкар районĕнчи чи вăйлă ачасене çак кунсенче «Спартак» стадион пуçтарнă. Медальсем çĕнсе илессишĕн 7-8, 9-10, 11-13 çулсенчи 45 ача ăмăртнă.

12 Чÿк, 2018

Тĕнче кубокне чăваш ачи çĕкленĕ

Чÿк уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Канадăри Сент-Джон хулинче 17 çулчченхи спортсменсен хушшинче хоккей выляссипе Тĕнче кубокĕн /чĕнсе илсе ирттернĕ вăйă/ финал матчĕсем иртнĕ. Ку ăмăрту 1986 çултанпа йĕркеленет.

Pages