соревнования

25 Нарăс, 2019

Кавир çинче — ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Енре мала тухассишĕн 10-12 çулхи арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче ăмăрту иртнĕ. В.Н. Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕн спорт шкулĕн кавирĕ çинче 190 яхăн спортсмен ирĕклĕ мелпе кĕрешнĕ.

23 Нарăс, 2019

Помпей - чемпион

Паян, нарӑс уйӑхĕн 23-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чӑваш Ен Пӑр кубокне ҫĕнсе илес енĕпе лаша ӑмӑртӑвĕ иртрĕ.

Асӑнӑ ӑмӑртӑва темиҫе ҫул ĕнтĕ В.И. Чапаев ячĕллĕ Етĕрнери ӑратлӑ лаша завочĕ ирттерет. Унта Чӑваш Ен, Тутарстан, Ульяновск, Финлянди юланутҫисем хутшӑнчĕҫ.

22 Кăрлач, 2019

Чăваш каччи яш биг-эйр дисциплинăра палăрнă

Чăваш Енри фристайл шкулĕн вĕренекенĕ Дмитрий Мулендеев Раççей Кубокĕн тапхăрĕнче каллех çĕнтернĕ. Хальхинче яш биг-эйр дисциплинăра палăрнă. Акăлчан чĕлхинчен куçарсан вăл пысăк вĕçев тенине пĕлтерет.

Pages