Комментари хушас

27 Чÿк, 2018

Туслă тупăшу: следж-хоккей ăмăртăвĕ иртнĕ

Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» пăр керменĕнче чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ачасен «Атăл» тата хĕрарăмсен «Спартак» командисен следж-хоккейăн туслă ăмăртăвĕ иртнĕ.

Хисеплĕ хăнасен йышĕнче физькультурăпа спортăн хулари управленийĕн ертÿçи Александр Малов тата «Шупашкар» хоккей клубĕн тĕп тренерĕ Сергей Нуржанов пулнă. Вĕсем хоккейçăсене Санкт-Петербургри фестивальте ăнăçу суннă. Ăмăрту 5:5 шутпа вĕçленнĕ. Хутшăннă пур спортсмен та «Ку асамлăх» ыр кăмăллăх фондăн парнисене тивĕçнĕ. «Атăл» командăн тепĕр тапхăрĕ — раштав уйăхĕнче Санк-Петербургра ачасен следж-хоккейĕн фестивальне хутшăнасси. Çавăнпа ку ăмăрту усăллă тренировка пулни куç кĕрет.

ПĕЛМЕ:

Шупашкарта Ачасен «Атăл» следж-хоккей команди йĕркеленнĕренпе çур çул. Хальлĕхе унта 11 ача ăсталăхне туптать. Вĕсемпе Владимир Петров тренер ĕçлет. Çак командăн капитанĕ Даниил Болотаев Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн выляса Канадăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва хутшăннă. Команда çĕнтерÿпе таврăннă.

Елена ЛУКИНА. «Ку — асамлăх» ыр кăмăллăх фондăн сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: