Тĕнче кубокне чăваш ачи çĕкленĕ

12 Чÿк, 2018

Чÿк уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Канадăри Сент-Джон хулинче 17 çулчченхи спортсменсен хушшинче хоккей выляссипе Тĕнче кубокĕн /чĕнсе илсе ирттернĕ вăйă/ финал матчĕсем иртнĕ. Ку ăмăрту 1986 çултанпа йĕркеленет.

Пирĕн çамрăксем финалта Финлянди командине 2:1 шутпа выляса илнĕ. Раççей çамрăкĕсем пиллĕкмĕш хутчен /пĕрремĕш хутчен 2014 çулта/ официаллă мар тĕнче чемпионачĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Кубока пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» вĕренекенĕ Даниил Христанов çĕкленĕ. Халĕ Даниил Çамрăксен хоккей лигин Хусанти «АК барс» тата Çамрăксен хоккей лигин «Ирбис» ушкăнĕсемшĕн вылять.

Çакна та палăртмалла: Раççей команди Канадăн виçĕ, США, Чехи, Финлянди, Швеци командисемпе тупăшнă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас