Комментари хушас

13 Чÿк, 2018

Çамрăк шашкăçăсем — республикăри çĕнтерÿçĕсем

Шупашкарта чÿк уйăхĕн 6-11-мĕшĕсенче çамрăк шашкăçăсем республикăра мала тухассишĕн тупăшнă. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпÿри, Шупашкар районĕнчи чи вăйлă ачасене çак кунсенче «Спартак» стадион пуçтарнă. Медальсем çĕнсе илессишĕн 7-8, 9-10, 11-13 çулсенчи 45 ача ăмăртнă.

Виçĕ кунри тупăшусен кăтартăвĕсем тăрăх, 7-8 çулсенчи ачасен хушшинче тĕп хулари спортсменсем мала тухнă. Софья Соловьевăпа Сергей Иванов «ылтăна» тивĕçнĕ. Софья Ахвердянпа Яков Григорьевăн — «кĕмĕл», Анастасия Родионовăпа Роман Михопаровăн — «бронза».

Шупашкар ачисем 11-13 çулсенчисен хушшинче те палăрнă. 1-мĕш вырăна — Анита Немцовăпа Артем Лыжев, 2-мĕшне — Дарья Антоновăпа Иван Осипов, 3-мĕшне Ульяна Минеевăпа Даниил Захаров тивĕçнĕ.

9-10 çулсенчи хĕрачасен хушшинче Çĕнĕ Шупашкарти Софья Артюшкина çĕнтернĕ. 14-18 çулсенчисен йышĕнче Шупашкарти Екатерина Степановăна çитекен пулман. Ку ушкăнри каччăсенчен Çĕнĕ Шупашкарти Дмитрий Александровпа Шупашкар районĕнчи Денис Гурьев чи маттуррисем пулнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Рубрика: