хăрушсăрлăх

9 Чÿк, 2023

Çитĕнсен пушарнăй пуласшăн

Шупашкарти 65-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Савелий Наумова пушарта хăюлăх кăтартса, çухалса каймасăр çирĕп утăмсем туса ăна вăхăтра чарма пулăшнăшăн çак кунсенче Тав хучĕпе чысланă.

11 Ака, 2019

"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ

"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ. Паян çак ыйтупа наци медиахолдингĕнче пуху иртрĕ.

Издательство çурчĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Галина Хрисанова уйăхлăх вăхăтĕнче ĕç пÿлĕмĕсене тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртмалли конкурс тата ытти ăмăрту иртĕ. Пухура çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿме вĕрентмешкĕн волонтерсене, хăрушсăрлăхпа çыхăннă ытти ыйтăва ăнлантарма специалистсене чĕнсе илме йышăнчĕç. 

14 Пуш, 2019

Çанталăк этеме вĕçĕмсĕр тĕрĕслет

Пуш уйăхне кĕтĕмĕр пулин те кунсем сулхăн тăраççĕ-ха. Анчах сасартăк ăшăтса ярасси те часах. Ейÿрен вара темĕн те кĕтме пулать… Çурхи шыв-шур кÿме пултаракан инкекрен сыхланассине тата çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушартан асăрханассине ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

12 Пуш, 2019

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренессипе конкурс иртнĕ

Республикăри «Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕрле вĕренетпĕр» видеороликсен ача-пăча конкурсне 9 районтан 40 ĕç тăратнă.

Pages