хăрушсăрлăх

3 Пуш, 2017

Çурхи пăр ултавлă

Айккинчен пăхсан кăна хулăн пек курăнать

Çуркунне çитнĕ май çăлавçăсен ĕç нумайланать: çанталăк ăшăтнăçемĕн пăр çÿхелсех пырать-çке, ун çине кĕни вара çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.

28 Нарăс, 2017

Ейÿ тапхăрĕнче шыв илмĕ-ши?

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири уйрăмĕсен ертÿçисемпе координаци канашлăвĕ ирттернĕ.

17 Нарăс, 2017

Вăрăран юлать, пушартан нимĕн те юлмасть

Çавăнпа специалистсем çурт-йĕре, пурнăçа страхлама сĕнеççĕ

«Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ. Çапах синкер сиенне кăштах та пулин саплаштарма пулать. Çакнашкал йывăр лару-тăрăва лексен нимсĕрех тăрса юлас мар тесен куçман пурлăха маларах страхлама сĕнеççĕ специалистсем.

31 Кăрлач, 2017

Пушарта вилекенсен шучĕ ÿснĕ

Республикăри васкавлă службăсем — синкерсене асăрхаттарас, вĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен тата граждан оборонин тытăмĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем — çак кунсенче 2016 çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Пленарлă ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Техника куравĕ

15 Раштав, 2016

Градусник çĕмĕрĕлсен

Градусник çĕмĕрĕлсен ун ăшĕнчен шĕвĕ ртуть юхса тухать. Вăл шыв пек пĕр вырăнта выртмасть, пĕчĕк-пĕчĕк çаврасем пулса саланса каять. Ртуть — наркăмăшлă. Вăл пӳлĕмре пулсан пĕчĕккĕн пăсланса сывлăша варалать, сывланă майăн çын организмне лекет. Ртутьлĕ сывлăшпа ялан сывласан вăл пӳрере, пĕверте, пуç миминче пуçтарăнать, çын ртутьпе наркăмăшланать. Çыннăн пуçĕ ыратма пултарать, çăварта тимĕр тути тăрать, дерматит, стоматит паллисем пулаççĕ, сĕлеке юхма, ăш пăтранма пултарать, çын вăйсăрланать. Ртуть нерв тытăмне аркатать, наркăмăшлă сывлăшпа ялан сывлакан ăсран тайăлма та пултарать.

Pages