Вăрăран юлать, пушартан нимĕн те юлмасть
Çавăнпа специалистсем çурт-йĕре, пурнăçа страхлама сĕнеççĕ
«Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ. Çапах синкер сиенне кăштах та пулин саплаштарма пулать. Çакнашкал йывăр лару-тăрăва лексен нимсĕрех тăрса юлас мар тесен куçман пурлăха маларах страхлама сĕнеççĕ специалистсем.
Пирĕн республикăра çулсеренех 1 пине яхăн пушар тухать. Нумай чухне инкексен сăлтавĕ этем вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе, кăмакасемпе тата электрооборудованипе усă курмалли ятарлă правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă. ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн /ГКЧС/ председателĕ Вениамин Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче тунтикунсерен ирттерекен пĕр канашлура пĕлтернĕ тăрăх — хĕллехи тапхăрта — 2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕччен — республикăра 150 пушар пулнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 3,8% сахалрах/, 13 çын вилнĕ /7,1% сахалрах/. Докладçă пушарта шар курнисен 42% çеç хăйсен пурлăхне страхланине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăкаксем пысăк ан пулччăр тесен çынсен пурнăçа тата пурлăха страхламаллине аса илтернĕ, «Страхлакан компанисем шар курнисене укçа паман тĕслĕхсем хальччен пулман», — тенĕ.
Паллах, республика ертÿлĕхĕ пысăк инкеке лекнисене нихăçан та пăрахмасть, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать, çапах сиен виçине пĕчĕклетмешкĕн çынсен хăйсен те тăрăшмалла. 2013 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче йăлари газ сирпĕннĕрен 18 хваттерлĕ çурт ишĕлнине нумайăшĕ халĕ те астăвать ахăртнех. Хĕллехи тапхăрта килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çынсене ун чухне ЧР патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене вăхăтлăха вырнаçтарчĕç. Сирпĕннĕ çурт вырăнĕнче çав çулхинех ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕ уйăрнă укçапа çĕннине хăпартрĕç, çынсене хваттерсемпе тивĕçтерчĕç. Çакна та палăртса хăварар: взрыва пула шар курнисенчен 4-шĕ çеç хăйсен кил-çуртне страхланă, вĕсене инкек хыççăн 8-мĕш кунхинех страховка тÿлевĕсене парса татнă. Йывăр лару-тăрура кирек мĕнле пулăшу та питех те вырăнлă-çке! Кунашкал тĕслĕхсене тата илсе кăтартма пулать.
Страхлакан компанисем харăсах темиçе çемье мар, уйрăм кил-йыш шар курсан та пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, пушар тухсан. «Вăрăран юлать, пушартан вара нимĕн те юлмасть», — тесе ахальтен каламаççĕ. Вут-çулăм алхаснă хыççăн нумайăшĕн çĕнĕ çурт хăпартма тивет. Кун пек лару-тăрура пурлăха страхлани тăкаксен пысăк пайне саплаштарма пулăшать. «Чи кирли — ÿркенмелле мар, малтан страхлакан компанисем мĕнле условисенче мĕн сĕннипе паллашмалла. Килĕшĕве алă пусиччен кашни саманта уçăмлатăр, хăвăр мĕншĕн тÿленине тата мĕнле лару-тăрура çакăншăн мĕн илме пултарнине ыйтса пĕлĕр», — сĕнеççĕ специалистсем.
«Раççейре куçман пурлăха страхласси — кашни çыннăн ирĕкĕ, çавăнпа ку утăма тăвассипе-тумассине этем хăй татса парать. Нумайăшĕ страхласшăн мар. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕрремĕшĕ — вĕсем страхлакан компанисене питех шанмаççĕ, иккĕмĕшĕ — чылайăшĕ ку ĕçĕн уссине курмасть, «Страховка илмелли сăлтав пулмасан та пултарать, укçине вара кашни çулах тÿлемелле», — теççĕ вĕсем. Ялан йĕркеллĕ пуласса шанма кирлĕ мар, пирĕн кил-çурта мĕнле хăрушлăхсем кĕтнине пĕлсе тăмалла», — сĕнеççĕ ГКЧС ĕçченĕсем.
Чи анлă сарăлнă хăрушлăх — пушар — пирки эпир асăнтăмăр ĕнтĕ. «Вут-çулăм шар кăтартасран пурин те страхланма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен пирĕн çуртсемпе хваттерсенчи отделка материалĕсем питĕ хăвăрт çунаççĕ», — теççĕ çăлавçăсем. Унсăр пуçне çуркунне нумайăшĕ сад-пахчине тасатнă май типнĕ курăка, кирлĕ мар ытти ăпăр-тапăра çунтарать. Çиллĕ çанталăкра кăвайт чĕртме юрамасть, унсăрăн вут çуртсем çине куçса самаях пысăк тăкак кÿме пултарать. Çуллахи тапхăрта вара вăрман пушарĕ тухас, вăл юнашар вырнаçнă çуртсем çине куçас хăрушлăх пур. Чăваш Енре вăрман пушарĕсем çитме пултаракан 12 ял-поселок, вĕсенче пурăнмалли 4 пин ытла пÿрт тата дача вырăнне усă куракан 500 яхăн çурт вырнаçнă.
Çурхи шыв-шур тапхăрĕ те — хăрушлăхсен шутĕнчех. Республикăри ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре лару-тăрăва шута илсе ейÿ вăхăтĕнче шыв уйрăм секторти 800 ытла пурăнмалли çурт патне çитме пултарать. Улатăрăн айлăмра вырнаçнă пайне, тĕслĕхрен, кашни çуркунне тенĕ пекех шыв илет, çавна пула унта 2012 тата 2013 çулсенче чрезвычайлă лару-тăру режимне те йышăннăччĕ. Асăннă тăрăхра пурăнакансенчен нумайăшĕ ейÿ пирки лайăх пĕлет, çавна май пурлăхне страхлать, паллах, тÿлеве те тивĕçет.
Çут çанталăк синкерĕсем пирки малалла калас тăк вăйлă çил-тăвăл пулас, çуртсен тăррисене илсе ывăтас хăрушлăх пуррине те палăртмалла. Питĕ пысăк сиен кÿнĕ çакнашкал тĕслĕх 2012 çулхи утă уйăхĕнче пулнăччĕ. Ун чухне вăйлă çил-тăвăла, аслатиллĕ пăрлă çумăра пула Сĕнтĕрвăрри районĕнче 500 яхăн уйрăм çурт, çавăн пекех шкулсемпе культура учрежденийĕсем сиенленнĕччĕ, ялсем электроэнергисĕр тăрса юлнăччĕ, республикăри 8 районти пĕрчĕллĕ культурăсемпе пахчаçимĕç пĕтнĕччĕ. «Çак сăлтавпа пирĕн пата шар курнисем 400 ытла заявлени çырнăччĕ. Вĕсене пурне те тÿлевсемпе вăхăтра тивĕçтертĕмĕр», — аса илеççĕ страхлакан пĕр компани /реклама пуласран ятне асăнмăпăр/ представителĕсем.
«Пурлăха страхлани — хăвăра тата çывăх çыннăрсене укçа-тенкĕ тăкакĕсенчен сыхламалли чи ансат та шанчăклă меслет. Паллах, кил-çурта харăсах темиçе енпе — вут-çулăмран, шыв илесрен, вăрă-хурахран, терактран, аçа-çиçĕмрен — страхлама пулать. Енчен те этем хăйĕн пурлăхне пĕр-пĕр хăрушлăх пырса тивмест тесе шухăшлать е ун пек пулас шанăç ытла та пĕчĕк тĕк — вăл мĕнрен страхланмаллине хăй палăртать», — ăнлантараççĕ специалистсем.
Çыннăн пурлăхне çеç мар, хăйĕн тата тăванĕсен пурнăçне те страхласан аван. Çулсем çинче аварисем тăтăшах пулаççĕ, ĕç вырăнĕнче те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасан инкек тухма пултарать. «Ÿкессе пĕлнĕ пулсан малтанах тÿшек сарăттăм», — темелле ан пултăрччĕ кайран.
«Паянхи кун страховани пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Страховани культурин шайĕ — цивилизациллĕ обществăн кăтартăвĕсенчен пĕри. Çакă перекетлĕхе пĕлтерет. Пĕтĕм тĕнчери цивилизациллĕ çынсем, укçа шутлама пĕлекеннисем, страхлани кирлине ăнланаççĕ», — палăртаççĕ страхлакан компанисенче ĕçлекенсем.
Комментари хушас