хăрушсăрлăх

1 Нарăс, 2018

Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта çул çинчи çамрăк инспекторсен командисен «Ачасем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» республикăри фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çул çинчи кашни çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне упрасси.

Паянхи кун республикăра 28 лапам ĕçлет. Вĕсенчен чи хастаррисене фестивальте палăртнă.

18 Раштав, 2017

Пăрачкав районĕнче Африка мурне тупса палăртнăран сыхлăх мерисене йышăннă

Пăрачкав районĕнчи Кожевенное салинчен 7 километрта тупнă хир сыснисен виллисене тĕпченĕ май лабораторире çав пробăсенче сыснасен Африка мурĕн вирусĕн генетика материалĕ /ДНК/ пуррине палăртнă. Эппин, чир сарăласран сыхланмашкăн пĕр тăхтамасăр тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. 

30 Юпа, 2017

Хамăра хамăр хÿтĕлемесен...

Юлашки вăхăтра социаллă сетьсенче хамăр пирки уççăн каласа кăтартасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах больницăсенче, суту-илÿ центрĕсенче, страхлакан компанисенче, банксенче, ытти вырăнта паспортра кăтартнине çырса илме ирĕк паратпăр…

5 Авăн, 2017

Профилактика ирттернин усси пысăк

Раççей МЧСĕ пушар надзорĕн инспекторĕн ĕçне халĕ малтанхи пек вăл миçе протокол çырнине, должноçри çынсене мĕн чухлĕ штраф панине кура мар, пачах урăх самантсене тĕпе хурса хаклать.

Pages