Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

1 Нарăс, 2018

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта çул çинчи çамрăк инспекторсен командисен «Ачасем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» республикăри фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çул çинчи кашни çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне упрасси.

Паянхи кун республикăра 28 лапам ĕçлет. Вĕсенчен чи хастаррисене фестивальте палăртнă.

Çак фестивале ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи «ЮНИТЭКС» çарпа патриот воспитанийĕн центрĕ йĕркеленĕ. Проект виççĕмĕш çул пурнăçланать.

Фестивале 20 ытла команда хутшăннă. Мероприятире проекта иртнĕ çулта епле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. «Çамрăксем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» флешмоб, «Çул çинчи хăрушсăрлăх» КВН çĕнтерÿçисемпе призерĕсене асăннă. Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕрпÿри 1-мĕш, Красноармейскинчи Трак, Муркашри, Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми, Улатăр районĕнчи Чуварлей шкулĕсем чи лайăх номерсемпе палăрнă.

Юлашкинчен Çĕрпÿри 1-мĕш шкулти «Светофор» команда уява хутшăннисене, хисеплĕ хăнасене ăнăçу суннă.

Кăçал проектпа килĕшÿллĕн республика шайĕнче тата ытти конкурс ирттерме палăртнă. Тĕттĕмре çутатакан элементсемпе çыхăннисем, флешмобсен конкурсĕсем, КВНсем…

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.