Хамăра хамăр хÿтĕлемесен...

30 Юпа, 2017

Юлашки вăхăтра социаллă сетьсенче хамăр пирки уççăн каласа кăтартасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах больницăсенче, суту-илÿ центрĕсенче, страхлакан компанисенче, банксенче, ытти вырăнта паспортра кăтартнине çырса илме ирĕк паратпăр…

Çапла майпа хамăршăн хамăрах хăрушлăх кăларса тăратмастпăр-и? Ку енĕпе асăрхануллă пулмалли çинчен асăрхаттарас тĕллевпе юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче республикăра Уйрăм çын даннăйĕсене хÿтĕлемелли эрне иртрĕ. Паян Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ «çавра сĕтел» вара çак темăн тăсăмĕ пулчĕ. Ыйтусене экспертсем Интернет урлă тÿрĕ эфирта йышăнчĕç.

…Управляющи компанисем парăмçăсен ячĕсене, хваттер номерне туллин кăтартнă хутсене пĕлтерÿсен хăми çине çакни тĕрĕс-и? Пичет кăларăмĕсенче, вĕрентÿ заведенийĕсен сайчĕсенче ачасем хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине пĕлтерсе сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлени саккунпа килĕшсе тăрать-и? Банксем шалу карттине çеç мар, кредит карттине те хатĕрлени вырăнлă-и? Сиплев учрежденийĕсен сайчĕсенче медицина ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене, ĕç вырăнне, ытти информацие кăтартма юрать-и? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Информполитика министрĕ Александр Иванов, Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Татьяна Евдокимова, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, ЧР вĕрентÿ министрĕ Алевтина Федорова хуравларĕç.

«Çавра сĕтел» вăхăтĕнче хускатнă ыйтусен тулли хуравĕсемпе ЧР Информполитика министерствин тата Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн сайчĕсенче паллашма пулать.

 

 

Комментари хушас