Çанталăк этеме вĕçĕмсĕр тĕрĕслет

14 Пуш, 2019

Пуш уйăхне кĕтĕмĕр пулин те кунсем сулхăн тăраççĕ-ха. Анчах сасартăк ăшăтса ярасси те часах. Ейÿрен вара темĕн те кĕтме пулать… Çурхи шыв-шур кÿме пултаракан инкекрен сыхланассине тата çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушартан асăрханассине ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Чăваш Енри тавралăх мониторингĕн тата гидрометеорологи центрĕн пуçлăхĕ Сергей Максимов пĕлтернĕ тăрăх — республика территорийĕнче юр хулăнăшĕ нормăран 5-25 сантиметр ытларах, юрти шыв саппасĕ те пĕлтĕрхинчен нумайрах — 129 процент. Çĕр 30-70 сантиметр, нормăран чылай сахалрах, шăннă. Çакă, специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çурхи ейÿ «кăмăлне» çемçетме тивĕç: юр хăвăрт ирĕлсе пысăк сăтăр тăвасран сыхлĕ. Гидрометеоцентр прогнозĕпе Сăр тата Çавал пăрĕ те ытти çулхинчен 4-8 кун маларах, Атăлта ака уйăхĕн 10-мĕшсем хыççăн тапранать.

Кăçалхи ейÿ 17 районти 57 яла шыва ярас хăрушлăх пуррине палăртрĕç. Уйрăмах Сăр шывĕ хăратать. Улатăр хулинче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухма пултарать. ЧР çут çантăлăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Ефремов Пăла шывĕ хăпарса — Патăрьел, Елчĕк районĕсене, Кĕтне — Комсомольски районне, Кĕçĕн Çавал Çĕрпÿ районĕнчи автоçулăн пĕр сыпăкне шар кăтартас хурăшлăх пуррине палăртрĕ.

ЧР çут çантăлăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Ефремов каласа кăтартнă тăрăх — Улатăр, Çĕрпÿ, Патăрьел районĕсенче çурхи шывсене авари хăрушлăхĕ кăларса тăратмасăр юхтарса яма май паракан мерăсем йышăннă, Шăмăршă, Йĕпреç, Вăрнар районĕсенчи гидротехника сооруженийĕсене çак ĕç-хĕле тивĕçлĕ пурнăçлама хатĕрлесе çитернĕ. Шыв илнĕ территорисенчен эвакуациленĕ халăха вырнаçтарма вăхăтлăх пунктсем йĕркеленĕ. Вĕсем 4,5 пин ытла çынна йышăнма пултараççĕ. Çавăн пекех канашлура çак тапхăрта энерго-, газ-, ăшă-, шыв снабженийĕн, канализаци системисене, автоçулсене, çуртсен путвалĕсене сăнаса тăмаллине палăртрĕç.

Çуркунне, шел те, ЧР граждан оборонин ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çирĕплетнĕ тăрăх, пушар хăрушлăхĕ тата та ÿсет. «Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пушарсен шучĕ 13 процент ÿснĕ, вутра 14 çын пурнăçĕ татăлнă», — терĕ Вениамин Петров. Пушар сăлтавĕсен шутĕнче вăл электрооборудованипе усă курмалли правилăсене пăхăнманни, кăмакасем юсавсăрри, пирус ÿсĕрле туртни тĕпре пулнине палăртрĕ. Çу уйăхĕ вара — уйрăмах вăйлă çунакан уйăх. Çак вăхăтра пушă выртакан çĕрсене пусса илнĕ хыт хурана чĕртсе çунтарнăран пушарсем ытларах тухаççĕ.

Çынсене пурлăха страхлани инкеке лексен чылай пулăшма пултарасси çинчен ăнлантармаллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакансен 42 проценчĕ çеç страховани компанийĕсемпе килĕшÿ тунă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас