Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи ейÿ...

2 Ака, 2019

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор паян пресс-конференци ирттерчĕ. Унта çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: пушарпа çыхăннă лару-тăру тата инкексен тĕп сăлтавĕсем, шыв объекчĕсенче пулнă пăтăрмахсем, çурхи ейĕве пысăк сиенсĕр ирттерсе ярасси, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вут-çулăмран асăрханасси.

Станислав Антонов пĕлтернĕ тăрăх — паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 254 пушар тухнă. Вĕсенче 21 çын вилнĕ, 14-ăн суранланнă. 34 çыннăн пурнăçне çăлнă. Вут-çулăм пĕтĕмпе 16 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. «РФ МЧСĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пушарсен шутне тата унта вилнĕ çынсен йышне шута илмелли йĕркене улăштарнă», — терĕ тĕп управлени пуçлăхĕ. Çак улшăнусем пирки «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.

Генерал-майор пушар ытларах чухне çак сăлтавсемпе тухнине аса илтерчĕ: электрохатĕрсемпе усă курмалли йĕркене пăхăнманни, кăмакасем юсавсăрри, вутпа асăрханусăр пулни. «Кăмакасене тĕрĕс мар туни тата вĕсен юсавлăхне сăнаса тăманни те инкек патне çитерме пултарать. Ырă мар çак статистикăна лайăхлатма профилактика пулăшать. Малашне пире ку енĕпе республикăри Кăмакаçăсемпе мăрье тасатакансен гильдийĕн хастарĕсем пулăшĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ тата асăннă гильди нумаях пулмасть пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ турĕç», — пĕлтерчĕ Станислав Антонов.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас