"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ

11 Ака, 2019

"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ. Паян çак ыйтупа наци медиахолдингĕнче пуху иртрĕ.

Издательство çурчĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Галина Хрисанова уйăхлăх вăхăтĕнче ĕç пÿлĕмĕсене тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртмалли конкурс тата ытти ăмăрту иртĕ. Пухура çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿме вĕрентмешкĕн волонтерсене, хăрушсăрлăхпа çыхăннă ытти ыйтăва ăнлантарма специалистсене чĕнсе илме йышăнчĕç. 

www.hypar.ru

 

Комментари хушас