Комментари хушас

18 Раштав, 2017

Пăрачкав районĕнче Африка мурне тупса палăртнăран сыхлăх мерисене йышăннă

Пăрачкав районĕнчи Кожевенное салинчен 7 километрта тупнă хир сыснисен виллисене тĕпченĕ май лабораторире çав пробăсенче сыснасен Африка мурĕн вирусĕн генетика материалĕ /ДНК/ пуррине палăртнă. Эппин, чир сарăласран сыхланмашкăн пĕр тăхтамасăр тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. 

Чăваш Енĕн вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе анлă ĕç пуçарнă та ĕнтĕ. Хир сыснисен виллисене çунтарса янă, вĕсене тупнă вырăна типĕ хлор извеçĕпе дезинфекциленĕ. Эрнекунах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветеринари çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн карантин йĕркелесси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Çав кунах Правительствăн чрезвычайлă комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ, унта сыхлăх мерисене палăртнă.

Хăрушлăх пур пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонăсен чиккисене çирĕплетнă, çав зонăсенче выльăх, аш-какай турттарса тухассипе çыхăннă тата ытти мерăсене вăя кĕртнĕ, вĕсене пăхăнассине тивĕçлĕ тытăмсем çирĕп сăнаса тăрĕç. Çав вăхăтрах кун пирки темле капашсăр пысăк инкек тени те вырăнсăр. Патшалăх тĕп ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов палăртнă тăрăх, АЧС вирусне тупса палăртни тавар турттарассине, хуçалăхсен хушшинчи çыхăнусен пырса тивмĕ. Çынсенчен сыснасене, аш-какая туртса илессине палăртман, мĕншĕн тесен асăннă зонăсенче ялсем çук. Çав территорире сыснасем те усрамаççĕ, çавна май унта сунар тĕлĕшпе кăна чару пулать, республикăн ытти территорийĕнче вара хир сыснисен шутне чакарас енĕпе малалла ĕçлĕç.

Апла пулин те сыхлăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Ахаль çынсен хăрушлăх пур пĕрремĕш зонăна /ăна вирус çăлкуçĕ тавра 5 километрпа танлашакан радиуспа палăртнă/ кĕме юрамасть, сысна фермисене хупă режимпа ĕçлеттермелле, иккĕленÿллĕ тĕслĕхсем пирки çийĕнчех ветврача евитлемелле тата ыт. те.

Рубрика: