Пушарта вилекенсен шучĕ ÿснĕ

Республикăри васкавлă службăсем — синкерсене асăрхаттарас, вĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен тата граждан оборонин тытăмĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем — çак кунсенче 2016 çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Пленарлă ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Техника куравĕ

Ытти çулти пекех, кăçал та çак мероприяти умĕн Республика тÿремĕнче хальхи йышши пушар-çăлав техникипе хатĕрĕсен куравĕ иртрĕ. Унти çĕнĕ пушар машинисене, лабораторие, автокрансене, юрашана /снегоход/, аварипе çăлав инструменчĕсене тата ыттине нумайăшĕ кăсăкланса сăнарĕ. Шăпах вĕсемпе усă курса васкавлă служба хăйĕн тивĕçне вăхăтра тата яваплăн пурнăçлама пултарать. Пĕлтĕр вĕсен техника паркĕ татах пуянланнă.

Тĕслĕхрен, «Натиск» пĕрремĕш пулăшу автомобилĕпе. «Ку машина хулара питĕ кирлĕ те усăллă, мĕншĕн тесен вăл сÿнтермелли хутăша сахал пĕтерсех хваттерте алхасакан вут-çулăма лайăх сÿнтерет. Унсăр пуçне пĕлтĕр шыв нумай кĕрекен çĕнĕ автомобильсем илтĕмĕр. Унăн управлени тытăмне, шыв парассине — йăлтах автоматизациленĕ. Оператор программа лартсан машина малалла мĕн тумаллине хăех «пĕлет». 2016 çултах тепловизорсем илтĕмĕр. Вĕсем вут-çулăм алхасакан вырăна, тĕтĕм-сĕрĕм тулнă пÿлĕмсенче шар курнă çынсене тупма пулăшаççĕ. Пĕр квадрокоптер — пилотсăрах вĕçекен аппарат — пур халĕ пирĕн. Çывăх вăхăтра тепĕр улттă илсе килĕпĕр. Вĕсем пысăк синкерсем тухсан питех те кирлĕ», — каласа кăтартрĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор.

Куравра çăлавçăсем ăшăнмалли мобильлĕ пунктпа та паллаштарчĕç, урамра сивĕ çанталăк тăнăран кăштах та пулин ăшăнас тесе кĕрекенсене вĕри чейпе сăйларĕç. МЧС ĕçченĕсен кунашкал пунктсемпе трассăсем çинче юр хÿсе кайсан е пысăк «пăкăсем» йĕркеленсен усă курмалла /чăн та, хальлĕхе вăл Чăваш Енре вĕренÿсем вăхăтĕнче çеç кирлĕ пулнă/. Çанталăк сивĕ тăнă е çил-тăман алхаснă чухне водительсем унта кĕрсе ăшăнма, апат çиме, чей ĕçме пултараççĕ. Генераторсем ĕçленĕрен асăннă пунктра çутă пур, микрохумлă кăмакапа, электрочейникпе тата телефон зарядникĕпе усă курма май килет.

Çак палаткăна Иван Моторин премьер- министр та кĕрсе курчĕ, кураври техникăна пăхса çаврăнчĕ. «Социологи ыйтăмĕсем Чăваш Енре пурăнакансем хăрушсăрлăх енчен хăйсене шанчăклăн туйнине кăтартаççĕ. Çакă пирĕн пĕтĕм служба тивĕçлĕ шайра ĕçленине çирĕплетет», — пĕтĕмлетрĕ Иван Борисович.

Ытларахăшĕ — пурăнмалли çурт-йĕрте

Пленарлă ларăва уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çăлавçăсене ăсталăхпа хăюлăхшăн, умри тĕллевĕсене пахалăхлăн пурнăçланăшăн тав турĕ.

2016 çулхи ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Станислав Антонов генерал-майор паллаштарчĕ. Вăл халăха синкерсенчен хÿтĕлессипе çыхăннă тĕллевсемпе хушусем юлашки вăхăтра хушăнсах пынине пĕлтерчĕ. Докладçă иртнĕ çул васкавлă службăсен ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулманнине палăртрĕ. Пĕлтĕр республикăра чрезвычайлă 4 лару-тăру пулнă: вĕсенчен 2-шĕ — техногенлисем /автоçулсем çинчи пысăк аварисем/, тепĕр 2-шĕ Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче сыснасен Африка мурне тупнипе çыхăннă.

Профилактика ĕçне вăйлатнăран пушарсен шучĕ виçĕм çулхинчен 4% чакнă, 939 тĕслĕх пулнă. Шел, вут-çулăмра çын вилесси 21% ÿснĕ: пĕлтĕр 94-ăн çак сăлтавпа пурнăçран уйрăлнă. Пушарсен шучĕ тата унта вилнисен хисепĕ Элĕк, Комсомольски, Улатăр тата Шупашкар районĕсенче ÿснĕ. Ытти çулти пекех, 2016 çулта та «хĕрлĕ автан» пурăнмалли çурт-йĕрте ытларах алхаснă /асăннă инкексен 3/4 пайĕ/. Вилнисен пысăк пайĕ те /88 çын/ шăпах çак сектора тивет, çав шутран 67-шĕ ÿсĕр пулни паллă. Вут-çулăм ытларах чухне электрохатĕрсемпе, кăмакасемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманран, вутпа асăрханусăр пулнăран тухнă. Генерал-майор хăшпĕр ял патне çитмешкĕн хытă сийлĕ çулсем çуккине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çакă чĕннĕ çĕре хăвăрт çитме чăрмантарать, уйрăмах — çумăрлă çанталăкра. 13 ял-поселокра пушар сÿнтермешкĕн шыв илмелли ятарлă вырăн-сем çукки те самаях ура хурать.

Пĕлтĕр çăлавçăсен ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри регионта васкавлă службăсене пĕрлехи «112» номерпе шăнкăравлассине тивĕçтерекен тытăма туса хурасси пулнă. Ку ĕçе малалла тăсĕç. Кăçал «Система-112» тест режимĕпе ĕçлеме тытăнĕ, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче патшалăх тĕрĕслевĕсем витĕр тухĕ.

Тĕп управлени пуçлăхĕ çитес çулхи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ: пушар-çăлав службисен хатĕрлĕхне вăйлатасси тата техника пуянлăхне пысăклатасси, граждан оборонин тытăмне тата ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçне лайăхлатасси.

Сăмах май, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрне пĕтернĕ, çавна май Чăваш Республики халĕ Мускава пăхăнать. «Ертÿлĕх структурисене пысăклатни пире чăрмантармасть. Эпир хальччен мĕнле ĕçленĕ — малашне те çаплах ĕçлĕпĕр. Пирĕн ертÿçĕсем халĕ Чулхулара мар, Мускавра», — терĕ Станислав Юрьевич.

Ларура Канаш хулипе районĕн тата Вăрнар поселокĕн администрацийĕсен представителĕсен доклачĕсене те итлерĕç. Çак мероприятирех ĕçре çитĕнÿ тунисене наградăсем парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.