Комментари хушас

12 Пуш, 2019

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренессипе конкурс иртнĕ

Республикăри «Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕрле вĕренетпĕр» видеороликсен ача-пăча конкурсне 9 районтан 40 ĕç тăратнă. Ăна чрезвычайлă лару-тăруран асăрханмалли çулталăка, Раççей пушар хуралне 370 çул çитнине халалланă. Пултарулăх ăмăртăвĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ, ЧР Вĕрентÿ министерствипе çамрăксен политики йĕркеленипе иртнĕ.

«Хăйсем хатĕрленĕ видеоролик» номинацире малти вырăнсене Шупашкарти 122-мĕш ача садĕнчи Алексей Павлов, 17-мĕш шкулти Николай Николаев тата Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕнчи Кристина Николаева йышăннă.

Ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçсемпе Шупашкарти 9-мĕш ача садĕнчи Анастасия Нягина, Илья Семенов, Аксинья Хураськина, Илья Езюков, Ева Масленникова, Дмитрий Матвеев палăрнă.

Çĕнтерÿçĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн генерал-майорĕ Станислав Антонов тата регионти ВДПО пайĕн председателĕ Светлана Сергеева наградăланă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.