90 çулта ĕçпе, ĕненÿпе пурăнать

2 Ака, 2018

Тăхăр вунă çулти çын пирки калаçнă чухне куç умне тÿрех тăнлавĕ аванах кĕмĕлленнĕ шур аппа е сухаллă мучи тухать. Çук-ха, туйине тÿрех тыттарас килмест ăна. Тăхăр теçетке çул кун кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатманнисем пурах. «Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре- ши?» — ыйтас килет вĕсенчен тÿрех. Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хакланăран пуç усмасăр малалла талпăнма пĕлни пирки сăмах пуçараççĕ вĕсем. Çакă кăна-ши? Паллах, сывлăх çирĕплĕхĕ, чун-чĕре хăвачĕ… Пур пĕрех темскер каласа çитермен пек. Хамăра-хамăр шанни, ĕненни, тĕллев патне çирĕппĕн утни те кирлĕ пулĕ пурнăçра.
Етĕрне районĕнче пĕрре мар пулнă-ха. Çав шутра — Урпаш тăрăхĕнче те. Ку таврара 89 çулти мучи пурăннине, вăл халĕ те алла çава тытнине илтсен тĕлĕннĕччĕ. Хальхинче ăна курассишĕн çула тухрăм тесен те йăнăш мар-тăр. Утта паккуса çăмăллăнах хывакан, выльăх-чĕрлĕх усракан мучи çирĕп хăватлă иккенне чухларăм-ха. Анчах урăхларах çынпа курнăçассăн туйăнчĕ. Хура çÿçлĕскерне çак ÿсĕмре тесе калаймăн та! Вăрăм сухалĕ хушшинче çеç кĕмĕлленнĕ пайăркасем курăнчĕç. Сăн-питĕнче те пĕркеленчĕк тупаймăн.
Тептĕ ялĕнче пурăнакан Михаил Храмов 1928 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Микула çитнине шута илсех ашшĕпе амăшĕ ăна çак ятпа чĕнес тенĕ.
Иккĕн пĕр тăван çитĕннĕ ачасем: Миша тата йăмăкĕ. Мăшăрĕ ир вилнĕрен ашшĕ тепĕр хутчен авланнă. 1943 çулта вара вăрçă хирĕнче хăй те пуç хунă. Тăван мар амăшĕпе çитĕннĕ ачасем. Юратса пăхнă вĕсене ама çури. 16 çула çитсен /1944 çулта/ Мишăпа ялти тепĕр ачана ФЗОна, Шупашкарти 320-мĕш завода /Чапаев ячĕллĕ завод/ янă. Унта вĕреннĕ те, ĕçленĕ те йĕкĕтсем. Салтака кайичченех, 1949 çулччен, унта тăрăшнă Михаил Аврамович. Хĕсметрен килсен те унтах çул тытать вăл. Анчах заводра ĕç вырăнĕ çук теççĕ. Çапла вăл тăван яла таврăнать.
Колхозра платник бригадинче те, строительсен бригадирĕнче те, ферма заведующийĕнче те вăй хунă вăй питти арçын.
— Ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп фермине харăссăн пăхса тăнă. Тепĕр чухне уйăхсерен 6-шар тонна фураж та илнĕ. Çуркунне сĕте Юнка илсе кайма çукчĕ. Пĕве пĕвелемесĕр те завода леçейместĕмĕр юр-вара. Çынсем вара чăннипех те тÿрĕ кăмăлпа тăрăшатчĕç. Халĕ ун пек ĕçлеттереймĕн те, — тет ялти чи аслă çын.
— Атăл леш енче колхоз валли 600 кубла метр вăрман хатĕрлерĕмĕр. Ун чухнех пÿрт лартма хамăр валли те кăларнăччĕ. Пĕренесене илсе килмелле-çке. Тептĕпе Ирçе колхозĕ ун чухне пĕрлешнĕ кăначчĕ-ха. Председатель мана кассăран 600 тенкĕ кăларса пачĕ. Ку ĕнтĕ шăпах 30 вакун тиеттермелĕх. Вăйă мар кун пек укçапа çÿресси. Хуçалăхăннипе пĕрлех хамăн укçа та пур çумра. Шиклентерет те. «Ара, мана никам та палламасть-çке. Çумра укçа пуррине те пĕлмест», — тесе лăплантартăм хама çула тухсан. Козьмодемьянска çитсен чиркĕве кĕрсе тухас тетĕп — пĕри те уçă мар. 1961 çул ку. Атăл урлă каçрăм та — Коротня чиркĕвĕнче кĕлĕ пырать. Кĕтĕм. Кирлĕ çĕре\çитерекен автобус тепĕр сехетрен çеç пулать. Кĕлĕ те пĕлместĕп хам. «Эй, Турă, çырлах» тесе сăх сăхма çеç пĕлетĕп. Алтарь умне çурта çутса çак сăмахсене каларăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.