- Чăвашла верси
- Русская версия
«Юрататăп эпĕ тăван çĕршыва!»
«Иртнĕ вăрçăн малтанхи тапхăрне кăтартакан романсемпе кинофильмсенчен чылайăшĕ пĕр евĕрлĕрех пуçланать: командира отпуск панă, вăл чăматанĕсене те хатĕрлесе хунă, анчах ир енне вăрçă тапранать. Ниçта та каяймасть вăл, тÿрех вут-çулăм ăшне кĕрет…
Авиаци чаçĕнчи отряд командирĕн, Федот Орлов аслă лейтенантăн та, çавăн пекех пулса тухнă. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл темиçе çул отпуск илсе килне кайса курайман. Канма ирĕк ыйтса вăл темиçе хут та рапорт çырнă, анчах командовани ăна «майлă самант» çитессе кĕтме хушнă. Юлашкинчен çав самант çитнĕ: 1941 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче, шăмат кун, вăл пур хута та алла илнĕ, чукун çул билечĕ те планшетрах выртнă. Шухăшĕпе вăл ĕнтĕ Чăваш Республикинче, хăй çуралса ÿснĕ Кĕçĕн Ямашра çÿрет, тахçантанпах курман тăванĕсемпе, тантăшĕсемпе тĕл пулать. Каçхине Орлов клубра пулать /«Сильва» опереттăна пăхать/, ун хыççăн ташлама юлать, хваттерне çурçĕр иртсен чылайран тин таврăнать те вилнĕ пекех çывăрса каять.
Анчах ирхине ирех сирена сассипе вăранать вăл. Сиксе тăрать те чÿречерен пăхать. Тулта çанталăк ăмăр, тÿпене тĕксĕм кăвак пĕлĕтсем карса илнĕ, вĕтĕ-вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Сирена çаплах ÿлет…
— Мĕн шуйттанĕ ку? — мăкăртатса илет аслă лейтенант. — Вырсарни кун тревога тăвас шухăш кам ухмахĕн пуçне пырса кĕнĕ-ши? Капла эпĕ паян та каяймăп! Эх, ĕнерех тухса тапмаллаччĕ-иç!..
Орлов хăвăрт кăна тумланать те тревога сигналĕ кĕрленĕ чух илмелли чăматана йăтса аэродрома тухса чупать. Çул çинче вăл ытти летчиксене курать.
Никам та нимĕн те пĕлмен-ха. Пурте ку вĕренÿ тревоги тесе шухăшланă, пĕр-икĕ сехетренех «отбой» пуласса шаннă», — çапла çырнă Леонид Агаков «Ăмăрткайăк» очеркĕнче.
«Йÿçĕ» çăкăр
Паттăр летчикăмăрпа, Совет Союзĕн Геройĕпе Федот Орловпа чăннипех те мухтанма тивĕç эпир. Федот Никитич çавăн пекех Ленин, икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав, икĕ хутчен I степень Тăван çĕршыв вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен, медальсен кавалерĕ пулни татах та мăнаçлантарать.
Федот Орлов Выла хĕрринче, Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ямашра 1913 çулта çуралнă. Питĕ чухăн пурăннă çемье. Ашшĕ, Тĕнче пĕрремĕш вăрçинчен сусăрланса таврăннăскер, вăрах чирлесе пурăннă хыççăн вилнĕ. Амăшĕ тăватă ачипе тăрса юлнă. Пурнăç кăштах та пулин çăмăллантăр тесе вăталăххине Кирилене усрава панă амăшĕ. Анчах пурнăç лайăхланман. Хĕрарăмăн ирĕксĕрех ватă урçана — Парфир старике — качча тухма тивнĕ.
«Хăй вăл вăрăм кăвак сухаллăччĕ, кукшаччĕ, сăнĕпе ырă кăмăллă çын пекчĕ. Анчах маншăн апла пулмарĕ...
Малтанлăха эпир лайăх пурăнма пуçларăмăр. Пÿрт ăшăччĕ, анне çăкăр та час-часах пĕçеретчĕ. Якура, хăйне хуçалăх ĕçĕнче пулăшнă пирки, тăван мар атте юрататчĕ. Мана вара, те çамрăккине пула ним те ĕçлеме пултарайманран ĕнтĕ, кăмăлламастчĕ. Чăнах та çав, эпĕ яра кунах пÿртре путексемпе пĕрле чупаттăм, выляттăм: урама тухма çие те, урана та тăхăнмалли çукчĕ.
Пĕррехинче атте çури киле питĕ ÿсĕр таврăнчĕ, хирĕçме, ятлаçма тытăнчĕ. Эпĕ, хăраса, турăш кĕтессине хĕсĕнтĕм. Анчах атте мана унтан та сĕтĕрсе кăларчĕ…
Çакăн пекки час-часах пулкалатчĕ. Мана хÿтĕлеме тăрсан вара аннене те лекетчĕ.
Çăмăлах çийĕнместчĕ çав тăван мар атте килĕнчи çăкăр. Куççулĕпе йĕпеннĕскер, йÿçĕччĕ вăл…» — çырнă Федот Никитич «Юрататăп тăван çĕршыва» кĕнекинче ачалăхне аса илсе.
Ĕмĕт
1921 çул. Выçлăх. Пин-пин ачана выçăпа вилесрен çăлса хăварма тăрăшаççĕ. Ыттисемпе пĕрле Кĕçĕн Ямаш ачи Хветут та Мускав çывăхĕнчи Томилинăри ача çуртне лекет. Лайăх пăхнă вĕсене унта. Тăрантарнă, тумлантарнă, вĕрентнĕ. Пушă вăхăтра ачасем çывăхри вăрманта уçăлса та çÿренĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас