Çÿçĕсем — кĕмĕл, чĕрисем — ылтăн

7 Пуш, 2018

Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Экспресс-кукамай» проект пурнăçланни çинчен вулакансене «Чăваш хĕрарăмĕ» 2017 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче тухнă 10-мĕш номерĕнче каласа кăтартнăччĕ. Проект ăнăçлă пулса тухни куç кĕрет — халĕ Чăваш Енĕн хастар та маттур кукамайĕсем пирки тĕнче кĕрлет.
«Кĕмĕл волонтер» текен ăнлав пурнăçа çирĕп кĕчĕ. «Экспресс-кукамайсем» те тивĕçрĕç çак ята. Вĕсен йышĕ ÿссех пырать. 2016 çулта 11 кукамай-волонтер 15 ачана пăхнă пулсан, 2017 çулта 21 хĕрарăм 28 ача амăшне пулăшу парнеленĕ.
Ольга Астапова проект пурнăçа кĕме пуçланăранпах хутшăнать унта. Çак тапхăрта вăл виçĕ çĕре çитме ĕлкĕрнĕ.
— Малтанхи çемьере амăшĕ унта-кунта каймалла чухне чĕнсе илетчĕ те иккĕри ывăлĕпе юлаттăм. Чупаттăмăр, пытанмалла выляттăмăр унпа. Мана пĕрремĕш кунах питĕ хаваслăн та кăмăллăн кĕтсе илчĕ вăл. Йăл кулчĕ, хăйĕн чĕлхипе темĕн калаçрĕ — çакă питĕ савăнтарчĕ. «Епле лайăх кĕтсе илчĕ-çке», — шухăшларăм ăшăмра, пăлхану та иртрĕ ун чухне. Часах кунта çывăхарах пурăнакан «кукамай» çÿреме тытăнчĕ.
Ман валли тепĕр çемье тупăнчĕ. Иккĕмĕш тĕпренчĕкне çуратсан амăшĕ яла кайрĕ те унта вăрах пурăнчĕ. Вăл текех чĕнменнине кура урăх «мăнук» тупса пама ыйтрăм. Халĕ ĕнтĕ çулталăк ытла сусăр хĕрача патне çÿретĕп, — каласа кăтартать Ольга Николаевна.
Хĕрарăм социаллă центра, проекта епле лекни те — хăйне май истори.
— Пенсие тин тухнăччĕ ун чухне. «Эппин, манăн халĕ ятарлă хаçат та туянмалла» тесе киоскра «Пенсионер» илтĕм. Пушă вăхăтра мĕн тумаллине те пĕлместĕм. Ним патне те алă пымасть. Килте ĕçсĕр ларасси те стресс иккен. Куратăп: çемьесене пулăшма кăмăл тăвакан кукамай-асаннене чĕнеççĕ социаллă центра. Шăнкăравларăм малтан. Килме ыйтрĕç. Курса калаçрăмăр. Пĕр çамрăк амăшĕпе паллашрăм. Питĕ кулянатчĕ вăл. Пĕччен йывăррине калатчĕ. Эпĕ те çамрăк пулнă-çке. Мана та хăй вăхăтĕнче çакăн пекех йывăрччĕ. Урăх хулара пурăнаттăм вăл вăхăтра. Тăван та, хурăнташ та çукчĕ. Лавккана тухса кĕме те, больницăна çитме те кăткăсчĕ. Упăшки ĕçе кайсан çамрăк амăшĕ ачапа пĕччен юлать вĕт, пĕр утăм та тăваймасть. Ас тăватăп-ха: шăл ыратма тытăнсан ача йăтса кайнăччĕ. Тухтăр тĕлĕнчĕ, асăрхаттарчĕ. «Никампа хăварма çук». — «Ун пек пулма пултараймасть». — «Пултарать», — тетĕп. Ĕç шыраса ачапа çÿрени те асрах. Шупашкарта та кунашкал лару-тăрури çемьесем пурах вĕт. Вĕсене пулăшу кирлĕ, — пĕр-икĕ сехетлĕхе те тухса кĕме май тупайман амăшĕсене никамран лайăх ăнланать Ольга Астапова.
Алевтина Иванова та — хастар кукамайсен йышĕнче. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.