Вутра хурçă та шăранать…
«Вăрăран пÿрт юлать, вут-кăвартан кĕл юлать» тенĕ ваттисем. Чăннипех те шелсĕррĕн алхасать «хĕрлĕ автан». Ăна ташша çапма ирĕк парасси-памасси вара чылай чухне хамăртан килет. Этем явапсăрлăхне пула тухмасть-и-ха чылай чухне вут-кăвар? Шăпах хăрушсăрлăха пăхăнманни ура хурать.
Иртнĕ вырсарни кун Кемĕрте пулнă инкек çĕршыва кисретрĕ. 64 çын пурнăçне илсе кайрĕ вăл. Çав шутра 41 ачан кун-çулĕ татăлчĕ. Айăплисене явап тыттарĕç паллах. Çапах та шăпах аслисен тимсĕрлĕхĕ, явапсăрлăхĕ инкек патне çитернипе килĕшмеллех.
«Зимняя вишня» суту-илÿ центрĕнчи инкекре вилнисене асăнса пушăн 28-мĕшĕнче Раççейре хурлану кунĕ иртрĕ. Патшалăх ялавĕсем вĕлкĕшмерĕç çак кун. Уяв мероприятийĕсем савăнтармарĕç. Раççейри кашни хулара çынсем мемориал вырăнĕ суйласа унта чечек йăтрĕç, тетте хучĕç. Чăваш Ен çыннисем те Кемĕрсен хуйхине пĕрле пайларĕç, айккине пăрăнса юлмарĕç. Тунти кунах Анне монуменчĕ умĕнче лампадăсем çуталчĕç, чĕрĕ чечексем курăнчĕç. Ытлари кун Республика тÿремĕнче те пушарта вилнисене асăнса митинг иртрĕ.
Чи хастаррисем вара нумай шухăшласа тăмарĕç, кашни хăйĕн хулинче пысăк суту-илÿ центрĕсенче эвакуаци алăкĕсене тĕрĕслеме пикенчĕ. Пĕр çĕрте уçă вĕсем, тепĕр çĕрте — хупă. Ахаль çынсем çеç мар, тивĕçлĕ органсен ĕçченĕсем те кунашкал тĕрĕслевсем ирттер-ме пикенчĕç.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркипе вара пысăк лавккасенче çеç мар, хăть те епле производствăра та, учрежденире те темиçе алăк пулмалла. Анчах уçă-и-ха вĕсем? Нумаях пулмасть хам сăнанине те каласа кăтартас килет. Ун чухне хушма алăксене тĕрĕслесси çивĕч ыйтăва çаврăнманччĕ-ха. Хулари больницăсенчен пĕрне кайнăччĕ. Пĕрремĕш хутри коридор вĕçĕнче урама тухмалли алăк пур. Анчах вăл хупă. Çур пайĕ кантăкран пулнăран леш енчен ăна тем те пĕр купаласа тĕревлени курăнчĕ. «Йĕркесĕрлĕх-çке ку. Пушар хăрушсăрлăхĕн нормине пăсни. Кирлĕ пулас тăк алăка уçаяс та çук», — пăхса тăнăччĕ ун çине черет кĕтнĕ май...
Вут-çулăм вăйă марри, хăрушсăрлăха пăхăнманни инкек патне илсе çитерни пирки хаçатра тăтăш çыратпăр. Эвакуаци алăкĕсене хупă тытни халăха инкеке кĕртсе ÿкерме пултарать. Анчах хамăра хамăр та хăрушсăрлăхпа тивĕçтерейместпĕр-çке нумай чух. Йĕркене пă-хăнманран та «хĕрлĕ автан» сахал алхасать-и? Мунча кăмакисене тĕрĕс мар вырнаçтаратпăр — çулăм тухать, электропроводка кивĕ икенне пĕле тăркач ăна улăштарма васкамастпăр. Электричество тĕрлĕ хатĕрĕпе епле усă курмаллине те манатпăр тепĕр чухне. Е акă тата пирус туртакансем те инкек сăлтавне çаврăнаççĕ вĕт. Пирус тĕпне сÿнтермесĕрех çывăрса кайни те инкекпе вĕçленет. Ачасем шăрпăкпа вылянишĕн те хамăрах айăплă — пăхса çитерейместпĕр. Тепĕр чухне, тен, кун пирки калаçмастпăр та. Пĕчĕк çулăмран та мĕн тери пысăк инкек «çуралма» пултарать. Малалла вулас...