Комментари хушас

20 Çĕртме, 2022

Патриотла пĕрлешÿсен фестивалĕ иртрĕ

Республикăри патриотла пĕрлешÿсен «Эпĕ – патриот» фестивалĕ паян пĕрремĕш хутчен иртрĕ.

«Орлёнок» çарпа спорт вăййисен республика шайĕнчи тупăшăвне уçнă май йĕркеленĕ уявпа пĕр килчĕ вăл. Çарпа спорт асăннă вăййисем Чăваш Енре кăçалхипе 53-мĕш хутчен иртеççĕ. Унта хутшăнакан командăсемпе пĕрлех фестивале авиа, карап, ракета моделĕсем тăвакан пĕрлешÿсен хастарĕсем хутшăнчĕç, хăйсем ăсталанă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Çарпа спорт вăййисен династийĕсемпе уçă калаçу иртрĕ. Аслăрах çултисем хăй вăхăтĕнче «Зарницăпа» «Орлëнока» хутшăннă май асра юлнă самантсемпе паллаштарчĕç.

- Çамрăк ăрăва патриотла кăмăл-туйăмпа çитĕнтерни пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех республикăра тĕрлĕ пысăк ĕç туса ирттеретпĕр. Çарпа спорт вăййисем те çакнах çирĕплетеççĕ, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев маттур та хастар яшсемпе хĕрсене саламласа.

www.hypar.ru Татьяна Наумова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта... 

Рубрика: