Ача çурални — телей
Хĕрарăм çут тĕнчене йыш хушма килет. Çакна ачаранах ăнланса çитĕнет вăл. Анчах пĕве кĕрсен тĕрлĕ сăлтава пула çие юлманни — сисчĕвленмелли сăлтав. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче пирĕн республикăна Мускаври патшалăх медицинăпа стоматологи университечĕн диплом хыççăнхи вĕренÿ факультечĕн репродуктивлă медицинăпа хирурги кафедрин заведующийĕ Лейла Адамян хăйĕн ĕçтешĕсемпе килнĕччĕ. Унăн ыркăмăллăх фончĕн «Уçă университет» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртекен «Хĕрарăм сывлăхĕ: çие юлнинчен пуçласа ватлăх таран» ăслăлăх-практика конференцийĕнче сывлăх сыхлавçисем паянхи чи çивĕч ыйтусене хускатнăччĕ. Амалăх миоми, эндометриоз, анеми, хырăм ÿкни... тавра уççăн калаçни тĕлпулăва пынă хĕрарăмсемшĕн усăллă пулни иккĕлентермест. Çакна итлесе ăша хывакан вăрттăн хутшăнусене никамран вăтанмасăр сÿтсе явĕ, мĕншĕн тесен ку йăлтах çемьери лару-тăрупа, упăшкипе арăмĕн, тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕпе çыхăннă.
Çакăнтах ЭКО мелĕ çинчен тĕплĕ ăнлантарчĕç. 1968 çултанпах калаçаççĕ ку ыйтупа. 1978 çулта çак мелпе пĕрремĕш пепке çуралнă. Унтанпа тĕнчери 7 миллион ачана çак меслетпе усă курса çут тĕнчене килме пулăшнă. Çак тĕпренчĕксем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, ахăртнех, кашниех пĕлет.
Декрет отпускĕнчеччĕ ун чухне. Унтанпа 10 çул та иртрĕ. Федерацин тĕп каналĕсенчен пĕринпе кăтартнă кăларăмри хăйсем тĕллĕн амăшĕ пулайман хĕрарăмсем пуçран тухмаççĕ. ЭКО мелĕпе ача çуратассишĕн хваттер те, çăмăл машина та сутма хатĕр вĕсем. «Çурăм хыçĕнче «пуса чечек» тени йăлăхтарса çитерчĕ», — куççуль витĕр калаçать пĕри. Ăна пепкесĕр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар. Хĕрарăмсем шанăç çухатманнине палăртмалла. Пĕрре, иккĕ кăна мар, ЭКО процедури витĕр ытларах та тухма хатĕр вĕсем. «Эпĕ транспортра хама аванах туятăп. Çăмăл машинăпа кĕпер айĕнчен тухнă чухне пуç çаврăнма пуçларĕ. Тÿрех ăнлантăм: манăн çие юлнă», — пĕлтерет савнăçне ЭКО мелĕпе йыш хушнăскер.
Ку енĕпе пирĕн республикăра 20 çул ытла ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, сывлăх сыхлав тытăмĕнче тăрăшакансем ачасăр мăшăрсен йышне чакарма тĕллев тытнă. Сăмах май, Чăваш Енри çамрăк мăшăрсенчен 17-18 проценчĕ ача çуратаймасăр нушаланать. Апла тăк ЭКО мелĕ пулăшма пултарать вĕсене.
Пирĕн тăрăхра çуралакансен 1 проценчĕ çулленех çак процедура витĕмĕпе çут тĕнчене килет. Президент перинаталь центрĕ уçăлнăранпа 5 пине яхăн мăшăр ЭКО мелĕпе хăйсен телейне шыранă, çавна май 1700 ытла ача çуралнă.
«Республикăри кашни 5-мĕш мăшăр ача çуккишĕн пăшăрханать. 2007 çултанпа пирĕн тăрăхра ЭКО валли тÿлевсĕр квота уйăрма пуçларĕç. Малтан 50-шар йышăнатчĕç. Çавна май «Чăваш Ен ачисем» программа çуралчĕ. ЭКО процедура шучĕ çулсерен пысăкланса пычĕ», — тет Президент перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Сергей Милаев.
2013 çулта ЭКО мелне ОМС программин медицина пулăшăвĕн переченьне кĕртнĕ. 2017 çулта ОМС укçипе ЭКО шучĕ икĕ хут ÿснине палăртмалла, тÿлевсĕр 1237 процедурăна çитнĕ. Танлаштарма: 2015, 2016 çулсенче 625 квота пăхса хăварнă.
Программăна хутшăнакансенчен укçа ыйтманни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пĕр процедура хакĕ вăтамран 113 пин тенкĕпе танлашать. Ăна ОМС территори фончĕ тÿлет. Хĕсĕрлĕхе обществăн кăна мар, патшалăхăн çивĕч ыйтăвĕсен шутне кĕртнине çирĕплетет çакă.
Малтанхи кăтартусем тăрăх, пирĕн республикăра пĕлтĕр, 2015 çулхипе танлаштарсан, пин ача сахалрах çуралнă. Çакă чиновниксене те, сывлăх сыхлавçисене те шухăшлаттарать.
«Енчен те 35 çул тултарман хĕрарăмăн — çулталăк хушшинче, 35-рен иртнин çур çулта çие юлмарĕ тĕк — ку хĕсĕрлĕх палли. Апла пулсан тухтăрпа çыхăнмалла, тĕрĕсленмелле, ача тĕвĕлемелли мел шырамалла», — палăртать ЧР Сывлăх сыхлав министерствин тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна Дерипаско.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ачасăр мăшăрсене тупса палăртасси те тĕп вырăнта. Вĕсемпе, паллах, уйрăммăн ĕçлĕç.
Комментари хушас